Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕ иртнĕ

  Юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн анлă ларăвне ирттернĕ. Михаил Игнатьев ларăва уçиччен чи малтанах 2014 çулта Республика кунне ирттересси çинчен Указа алă пусни çинчен асăннă. Уявăн тĕп мероприятийĕсем Шупашкар хулипе Каçал Ен районĕнче иртĕç. «Чăваш Енĕн тĕп уявне ирттерме палăртакан конкурс питĕ çивĕч пулнă. Чăнласах та виçĕ районта та ирттерме хатĕр, çапах та ыттисенчен чаплăрах  кирлĕ пек Каçал Ен хатĕрленсе çитнĕ», - тесе палăртнă республика Пуçлăхĕ.  Вăл çавăн пекех Раççей Правительствин ларăвĕнче Çĕрпӳ районĕнче Туçара пулса иртнĕ, хуçалăхра газ сирпĕннине пула инкеке лекнĕ граждансене, патшалăхăн пурăнмалли çурт-йĕр сертификачĕсене парасси çинчен йышăнса хăварнине хыпара пĕлтернĕ. Республика Пуçлăхĕ Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителне  Михаил Бабича чĕререн тав тунă. Ыйтăва пĕрремĕш кунранах çирĕп контролье илнĕ çавăн пекех РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев та тĕрĕслесех тăнă.  Раççей МЧС пуçлăхĕ Владимир Пучков та пысăк пулăшу кӳнине асăнса хăварнă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче Чваш Республикин Общество палатисем çинчен калакан саккуна кĕртнĕ ылмашусене ырланă. Чăваш Ен финанс министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Фарида Муратова Чăваш Енĕн 2013 çулхи 9 уйăхри республика бюджечĕн кăтартăвĕсем çнчен чарăнса тăнă.  Вăл палăртнă тăрăх, Чăваш Республикин 2013 çулхи 9 уйăхри пĕрлештернĕ бюджечĕ, пĕлтĕрхи 2012 çулпа танлаштарсан 5,9 процента çити, тăкакĕ 2,9 процент чухлĕ ӳснине асăннă. Фарида Муратова кăçалхи çула валли уйăрнă укçана туллин пурнăçа кĕртмеллине палăртнă. Енчен те палăртнă укçа-тенкĕпе усă кураймасан, ăна федераци бюджетне каялла тавăрса пама тивĕ.  Чăваш Республикин патшалăх парăмĕ паянхи кун тĕлне 7,5 млрд. тенкĕпе танлашать, çулталăк пĕтнĕ тĕле палăртса хунă тăрăх 11,15 млрд. тенкĕне çити ӳсме пултарнине асăннă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче 2013 çулта муниципалитет программисене пурнăçлама пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарма федераци бюджетĕнчен 6 района уйăрнă  грантсене уйăрмалли йĕркене пăхса хăварса йышăннă. Рекламăсем çинчен калакан Федераллă саккунпа килĕшӳлĕн Правительство рекламмăсен вырнаçтармаллин йĕркине çирĕплетсе хăварнă. Çын пуçне пурăнма уйăрнă укçа-тенкĕн чи пĕчĕк укçа виçине 2013 çулта III квартал валли пăхса тухса çирĕплетнĕ. Палăртнă кăтартăва илес пулсан Чăваш Республикинче 6176 тенкĕпе танлашать, ĕçлеме пултаракан çынсене валли 6576, пенсионерсене – 5051, ачасене – 6116 тенкĕ кайса ларать. Паянхи ларура культурăпа сывлăх сыхлавĕн хăш-пĕр объекчĕсене, республика бюджетĕнчен субсиди валли пăхса хăвармалли йĕркене те çирĕплетнĕ. Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствине палăртнă тытăмăн объект строительствин ĕç хучĕсене вăхăтра пурнăçламаннишĕн асăрхаттарса хăварнă. «Икĕ эрне хушшинче ĕç хучĕсене йĕркелесе çитерес вырăнне специалистсем виçĕ уйăхра пăхса тухса тин хатĕрлесе çитереççĕ. Шăпах та çакăн пек ĕçе вăраха тăсса яни, социаллă проектсене вăхăтра пурнăçа кĕртме чăрмантараççĕ те», - тенĕ республика Пуçлăхĕ. Граждансен кăмăл-сипетне, сывлăхне упрас, обществăлла вырăнта йĕркене тытса пырас тесе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем  алкоголь таварĕсене сутма ирĕк парассин вырăнăсемпе вăхăчĕсен йĕркине çирĕплетекен йышăнăва пăхса тухса çирĕплетнĕ. Паянхи ларăва ытти ыйтусене те кĕртнĕ, кашни ыйтупа тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.

 

 



23 октября 2013
16:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter