Раççейĕн Федераци Канашĕнче Чăваш Ен кунĕсене ирттерессин ыйтăвĕсене сӳтсе явнă

Юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе ĕçлĕ канашлу иртнĕ. Канашлура Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕнче юпа уйăхĕн 28-30 кунĕсенче Чăваш Республикин кунĕсем ирттерессин ыйтăвĕсене сӳтсе явнă. Ĕçе Чăваш Енрен Федераци Канашĕнче ĕçлекенсем Леонид Лебедевпа Галина Николаева, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем хутшăннă. Палăртнă тăрăх, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсемпе Правительство членĕсем Федераци Канашĕн Комитечĕсен анлă ларăвĕсене хутшăнасси çинчен те асăнса хăварнă. Ĕçлĕ ларусенче Чăваш Енĕн шкул çулне çитмен вĕренĕвĕн, Раççей ВТО кĕнĕ хыççăн агропромышленноç комплексĕн аталанăвĕн çул-йĕрĕсене  тата ытти ыйтусене те пăхса тухасси çинчен палăртнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа Федераци Канашĕн Председателĕ Валентина Матвиенкопа тĕл пулса калаçассине юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче палăртса хунă. Республика Пуçлăхĕ Чăваш Ен кунĕсем Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕнче ирттерни Палăртнă мероприятире пирĕн республика социаллă экономика тĕлĕшĕнчен  мĕнлерех аталанса пыни çинчен кăтартмалли паха мел пулнине асăннă.  Тепĕр енчен илес пулсан профильлĕ комитетсенче хамăрăн йывăрлăхсем тата вĕсене татса парассипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явма та меллĕ. «Эсир пурте пĕлсех тăратăр, 2014 çул бюджечĕ кăштах шухăшлаттаракан бюджет пуласса. Федераци Канашĕ паян активлă çыхăну тытать, уйрăмах вăл регионсемпе. Пирĕн хамăр çинчен кирлĕ пек кăтартса каласа пама хушма ирĕк пулать. Мĕншĕн-ха пирĕн, ку мелсемпе усă курмалла мар», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин экономика министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Владимир Аврелькин ку енĕпе Федераци шайĕнче Чăваш Республикине кирлĕ пек кăтартса парас тĕлĕшпе  тĕплĕн хатĕрленӳ ĕçĕсем йĕркеле ирттерни çинчен асăннă. Йĕркелӳ тапхăрĕн тĕп ĕçĕсене пĕтĕмпех пурнăçланă, татса паман кăштах вак-тĕвек ыйтусем çеç тăрса юлнине асăнса хăварнă, вĕсене те çак эрне хушшинче пĕтĕмпех татса пама шантарнă. Тĕплĕнрех



24 октября 2013
08:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter