Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Экономика канашĕн ларăвĕ иртнĕ

Юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Экономика канашĕн ларăвне ирттернĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин инвестици проекчĕсене пурнăçлама объектсене ĕçе кĕртме строительство енĕпе илмелли ирĕксемпе факторсем çинчен тĕплĕн каласа кăтартнă. Çĕрсемпе тата строительство ĕçĕсемпе çыхăннă ыйтусем çинчен калакан ĕç хутне республикăра 180 кун хушшинче йĕркелесе çитерме кирлине палăртнă. Премьер-министр сăмахĕсем тăрăх, пурнăçри практикăра çулталăка яхăн тăсăлса кайнине те асăнса хăварнă. Иван Моторин хăш-пĕр тĕслĕхсене илсе кăтартнă. Калăпăр, Сад пĕчĕк районăн планне кĕртнĕ ылмашăвăн килĕшӳ хутне çулталăк патне тăсса янă. 2012-мĕш çултанпах «Букет Чувашии» хушма центр хута яма строительство ĕçĕсене пуçличчен çĕрпе çыхăннă ыйтусене те çаплипех татса паманнине асăннă.  Иван Моторин ку ĕçсенче чиновниксен айĕпĕпе пулнă тĕслĕх маррине палăртнă. Специалистсем кирлĕ пек ĕçлеççĕ, анчах та строительство енĕпе ĕçлекенсен хăйсен айăпне пула, ĕç хучĕсене йĕркелесе çитерменни палăрнине каланă. Ларăва хутшăннă предпринимательсен ертӳçисем хăйсен ĕçĕсенче куллен тĕл пулакан йывăрлăхсем çинчен чарăнса тăнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ йывăрлăхсем сиксе тухаççĕ пулин те çав-çавах республикăра инвестици климачĕ лайăхлансах пынине каланă.  Çавăнпа та паян предпринимательсенчен каялла хыпарсем килни влаçсене ĕçе лайăхрах йĕркелеме пулăшнине, чăн-чăн пурнăçра еплерех майлашăнса пынине курма тата пĕлме май панине палăртнă. «Эпир утăм хыççăн утăм туса пĕр-пĕрин патне хирĕç пыма тăрăшатпăр. Çав-çавах татса паман ыйтусем тăрса юлаççĕ-ха», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Коррупци факчĕсем ан пулччĕр тесе патшалăх пулăшăвĕсене илессине электрон мелĕпе «пĕр чӳрече» принцĕпĕпе пурнăçлама кирлине çирĕппĕн палăртнă Пуçлăх. Республика Пуçлăхĕ Интернет сетĕнче паянхи куна уççăмăнах 94 пушă çĕр лаптăкĕсем çинчен хыпар пуррине асăннă. Вĕсене пĕтĕмпех инвест-проектсене ĕçе кĕртме палăртса хунă. Пуласлăхра ку çĕр хыпарĕсем патне кашни çĕр лаптăкĕн планĕ çинчен хыпара та лартĕç.  Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илĕвĕн министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Владимир Аврелькин республикăра инвестици климатне лайăхлатс тесе ĕçлемелли Стандартсем çинчен тĕплĕн чарăнса тăнă.  Чăваш Республикин çĕнĕ проекчĕсене малалла ĕçлетерессипе стратегиллĕ пуçаруçăсен Агенствин эксперт ушкăнĕн ертӳçи Владислав Семенов пĕрлĕхлĕ Портал уçма предложени тăратнă. Унта вара пĕтĕмпех республикăн инвестици потенциалĕ курăнса тăрĕ. Тăратнă ыйтăва хуравланă май, Чăваш Енри Промышленноçпа суту-илӳ  палатин президенчĕ Игорь Кустарин республикăра ТППра республикăн инвестици паспортне йĕркеленине асăннă. Чăваш Енри предпринимательсен прависене хӳтĕлекен Уполномоченнăй Владимир Иванов çитес вăхăтрах предпринимательсем валли обществăлла йышăну пӳлĕмне йĕркелесе ярасси хыпара пĕлтернĕ. Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев чӳк уйăхĕн 15-мĕшĕччен хуласен тата районсен администрацисен пуçлăхĕсене хăйсен çумĕсене вырăнта инвестици климатне лайăхлатассипе ĕçлеме çирĕплетсе хăварма хушса хăварнă. Тĕплĕнрех 



24 октября 2013
18:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter