Муркаш районӗ: композитор Георгий Мешаков ҫуралнӑранпа 60 ҫул тултарнине халаллаласа асаилӳ каҫӗ иртрӗ

Муркаш районӗнчи Ярапайкасси ял тӑрӑхӗнче ӗнер Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ  ӗҫченӗ Виталий Романов хатӗрленипе  пирӗн паллӑ ентеш, композитор Георгий Мешаков 60 ҫул тултарнине халалласа аса илӳ каҫӗ ирттерчӗҫ.

  Георгий Ильич  Муркаш районӗнчи Ермак ялӗнче,  Софья Ивановна тата Илья Григорьевич Мешаковсен туслӑ ҫемйинче ҫуралнӑ. Юрийпе Владимир пиччӗшӗсемпе пӗрле  ҫитӗннӗ. 1961-1968 ҫулсенче  Ярапайкассинчи 8-ҫул вӗренмелли  шкулта вӗреннӗ. Шкул ҫулӗсенчех Ярапайкасси шкул хорне Александр Кузьмич Конставнтиновпа  пӗрле ертсе пыма  пуҫланӑ.  Унтан  1968-1970 ҫулсенче  Калайкассинчи вӑтам  пӗлӳ  паракан шкулта ӑс пухнӑ. 1970-1977 ҫулсенче вара Ф.Павлов ячӗллӗ  музыка училищинче  вӗреннӗ, хӗрлӗ дипломпа пӗтренӗ. Талантлӑ ҫамрӑк хӑйӗн музыка пӗлӗвне  Хусанти консерваторире   3 ҫул  туптанӑ. Ҫав хушӑрах  Ярапайкассинчи  Культура ҫуртӗнче  пултарулӑх ертуҫинче  тӑрӑшнӑ.  Вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн   1985-1987 ҫулсенче Сыпайкасси шкулӗнче  музыка учителӗ пулса  ӗҫлет.  Ҫав вӑхӑтрах    Ярапайкассинчи «Радуга» ача садӗнче  музыка  вӗрентнӗ, Муркашри  ӳнер шкулӗн  филиалне Ярапайкассинче  уҫнӑ, ачасене баянпа калама  вӗрентнӗ. 1991 ҫулта Культура ҫуртӗнче  «Мешаков ушкӑнӗ»   вокал ансамблӗ  йӗркеленӗ. Георгий Ильич ялти  чи чаплӑ, сумлӑ купӑсҫӑ шутланнӑ. Вӑтӑра яхӑн юрӑ  ҫырнӑ, вӗсем хушшинче   хурлӑхлӑ юрӑсем те, чуна ҫӗклентерекеннисем те нумай.

            Виталий Анатольевич ӑна халалласа  кӗнеке кӑларнӑ, унӑн презентацийӗ те  иртрӗ ҫак уявра.  Кӗнекере   Георгий Ильичӑн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлне тӗплӗн уҫса панӑ тата кӗвӗ ӑстин   тупса палӑртнӑ юррисене  кӗртнӗ. «Чуна пырса тивекен, кӗвӗ тытӑмӗ  енчен питӗ  тарӑн, пуян, пур енчен те ҫыпӑҫҫуллӑ юрӑсене ҫухатас килмест. Ҫавӑн пек  илемлӗ  юрӑсем ан ҫухалччӑр тесе   ҫак   кӗнекене кӑларас терӗмӗр», - тет кӗнеке пухса хатӗрлекен Виталий Анатольевич. «Асаилӳ тӗнчине  эпӗ килтӗм» кӗнекене кун  ҫути курма  Димитриев Анатолий Николаевич  тата   Георгий Ильичпа пӗр класра вӗреннӗ  Сорокина Римма Даниловна пулӑшнӑ. Редакцилекенӗ – Чӑваш халӑх  ӑсчахӗ  Евгений Евстафьевич Ерагин пулнӑ.   Вӗсем ҫак уяв каҫӗнче  хӑйсен сӑмахӗсене тухса каларӗҫ «Чылай юррисене  хӑйӗн сӑввисемпе  ҫырнӑ. Ҫавӑнпа та  ӑна поэт теме те юрать. Юрӑ – кӗвӗ ҫырассине  вӑл  питӗ хаклатчӗ. Пӗр  кунлӑх ҫырнӑ, чухӑнрах кӗвӗленӗ юрӑсене  вӑл нихӑҫан та  концертра  юрлаттарман. Гармони енчен илсен те, интонаципе те Мешаков  ҫырнӑ  юрӑсем  чӑн-чӑн чӑваш юррисем – унта пӗтӗмпех  пентатоника, вырӑс ҫемӗлӗхӗ курӑнмасть. Унӑн юррисенче   мажорлӑ доминантсептаккорд та тупаймастӑн. Ун вырӑнӗнче минорлӑ доминанта. Пӗчӗк секкундӑсем те ҫук. Вӑл консерваторире «теория музыки» уйрӑмӗнче вӗреннӗ май, гармони, музыка енчен  мана та, ытти композиторсене те пулӑшатчӗ. Эпӗ унран  хам та нумай  вӗрентӗм» - асаилӳ ҫӑмхине  малалла тӑсрӗ Виталий Романов.    

Уяв каҫӗнче  Георгий Ильич пиччӗшӗн  - Юрий Ильичӑн   асаилӗвӗсем  пухӑннисен чӗрисене  хускатрӗҫ, иртнӗ ҫулсен  авӑрне  илсе кайрӗҫ.  Георгий Мешаковӑн юррисене    нумай   шӑрантарнӑ Сорокина Полина, Надежда Столярова, Любовь Иванова, Николай Григорьев, Алена Архипова  «Ах, кӑйкӑрӑм», «Тытса чараймӑн телее», «Хурӑн»,  «Телей пӳрнӗ ҫӗр ҫинче»,  «Ташла, тусӑм», «Анне»,  «Каях», «Каҫарсам», «Екрем шкулӗ», «Привайхи юрату чи хитри»,  «Асаилӳ тӗнчине  эпӗ килтӗм», «Килччӗ, тусӑм» тата ытти нумай-нумай юрӑсене сцена ҫинчен куракансем патне ҫитерчӗҫ.

Районти паллӑ композиторсем, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗсем: Владимир Александров, Валерий Ильдяков, Сергей Каликов, Анатолий Макаров та тухса калаҫрӗҫ. Георгий Ильич ячӗпе тата  ӑна   халалласа тухнӑ  кӗнеке   авторӗ ҫинчен чылай  ырӑ та ӑшӑ сӑмахсем каларӗҫ. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Павлов Николай Витальевич та вӗсен самхӗсемпе килӗшсе  пурне те: ҫак уява хатӗрлекенсене те,  кӗнекене кун ҫути курма пулшакансене  те, унӑн  сӑнарне асра упракан пур пухӑннӑ ял-йыша тав сӑмахӗсем каларӗ.  Георгий Мешаковӑн  вӗренекенӗ  пулнӑ, халӗ Ярапайкассинчи Культура ҫурчӗн ертӳҫинче  тӑрӑшакан   Денис Михайлович Ядыков  та   унӑн пархатарлӑ ӗҫне хакласа, культура  тӗнчине  кӗме пӗрремӗш утӑмсем тума пулӑшнишӗн тав туса баянпа тӗрлӗ  ҫемӗ каласа  ентешсене савӑнтарчӗ.

Ҫакӑн пек асилӳ каҫӗсене малашне те ирртерме   сӗнчӗҫ пухӑннисем. Ҫак  каҫ  нумайшӗ   кӗнекеллӗ   пулчӗ.  Уяв хатӗрлекенсене тата кӗнекене кун ҫути курма пулшнӑ ҫынсене тав сӑмахӗсем каларӗҫ. Георгий Ильич Мешаков сӑнӗ,   унӑн ӗҫӗ-хӗлӗ яланах  ял-йыш,  инҫетри ентешсен асӗнче,  пирӗн    чӗресенче  упранасса   шанатпӑр.



24 октября 2013
16:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter