Элĕк районĕ: район уй-хирĕсенче

 

Районти хуçалăхсем октябрĕн 25-мĕшĕ тĕлне илсен, çĕр улми 572 гектар (85 процент) кăларнă. Уйрăммăн илсен, «Журавлев» хресчен-фермер хуçалăхĕнче ку ĕçе 192 гектар (кăлармалли 8 гектар юлнă), С.Волков хуçалăхĕ – 130 (20 гектар юлнă), «Исаев» хуçалăх 85 гектар (100 гектар ытла юлнă) пурнăçланă.Пахча çимĕçсене 72 гектар çинчен пухса кĕртнĕ. Çак ĕçе С.Волков тата В.Узянов ертсе пыракан хресчен-фермер хуçалăхĕсем пĕтĕмĕшпех вĕçленĕ. «Чăваш Ен ял хуçалăх продукчĕсем» хуçалăхра пухса кĕртеймен купăста 7 гектар, В.Варламов хуçалăхĕнче 3 гектар юлнă.

Кĕрхи çĕртме сухине 4568 гектар тунă. «Новый путь» хуçалăх уйрăмах ăнăçлă ĕçленĕ, пурĕ 797 гектар сухаланă. «Авангард», «Журавлев», «Правда» хуçалăхсем те çĕртме сухине пысăк лаптăксем çинче пурнăçланă. «Алмаз» хуçалăхра ку ĕçе вĕçленĕ.



25 октября 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter