Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чӑваш Республикинчи Таможня посчӗн ӗҫченӗсене саламлани

Чӑваш Республикинчи таможня посчӗн хисеплӗ ветеранӗсем тата ӗҫченӗсем!

Сире професси уявӗ ячӗпе саламлатӑп!

Эсир яваплӑ та пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫе – Руҫре XIII-мӗш ӗмӗртех никӗсленсе йӗркеленнӗ таможня ӗҫӗн сферинче саккунсене ҫирӗп пӑ­хӑнса тӑрассине пурнӑҫлатӑр.

Таможня органӗсем паян ҫӗр-шывӑмӑрӑн тата республикӑн наци пуянлӑхне шанчӑклӑн хураллаҫҫӗ, экономикӑна аталантарма пулӑ­шаҫ­ҫӗ, граждансен хӑрушсӑрлӑхне тата сывлӑхне сыхлаҫҫӗ.

Пысӑк ӑсталӑхӑрпа пурнӑҫлакан ӗҫӗр тата эсир тивӗҫе чунтан парӑнни предприятисене тата экономика отраслӗсене пӗр кӑлтӑксӑр ӗҫ­леме май парать, ҫакӑ вара, пӗтӗмӗшле илсен, – ҫынсен пурнӑҫне ла­йӑхлатма пулӑшать.

Таможня службин ӗҫченӗсене тата ветеранӗсене ҫирӗп сывлӑх, ҫӑмӑлах мар ӗҫӗрте малашнехи ҫитӗнӳсем, телейпе ырлӑх сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                  М.Игнатьев 

                                      

 



25 октября 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter