2014 çулта Республика кунне уявламалли тĕп мероприятисене Шупашкар хулинче тата Комсомольски районĕнче ирттерме йышăннă

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнчи 106 №лĕ Указĕпе килĕшÿллĕн 2014 çулта Республика кунне уявламалли тĕп мероприятисене Шупашкар хулинче тата Комсомольски районĕнче ирттерме йышăннă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинетне уява хатĕрленсе ирттерме мероприятисен планне çирĕплетме, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн грантне Комсомольски районĕнчи халăх пурăнакан вырăнсен общество инфратытăмне аталантарма уйăрма хушнă.

Республика кунĕн йĕркипех вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче йăлана кĕнĕ Акатуй уявĕсем, культурăпа массăллă тата спорт мероприятийĕсем иртĕç.



25 октября 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter