Михил Игнатьев Раççей Федерациĕн Президенчĕн обществăлла йышăну пӳлĕмĕнче граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă

Юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Президенчĕн В.В.Путинăн обществăлла йышăну пӳлĕмĕнче граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă. Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Галина Филиппова нумай хваттерлĕ пурăнмалли çуртсенче вырнаçнă, каç кӳлĕм пуçтарăнмалли вырăнта хаяр шĕвеке ирĕн те каçăн, çурçĕр вăхăтĕнче те пĕр чарăнми сутнине каланă. Хытă кĕрлеттернĕ кĕвĕ, çурт тавралăхĕнче çуп-çапа салатни, час-часах çӳрçĕр вăхăтĕнче пĕр-пĕринпе харкашни те кунта пурăнакансене йăлтах ывăнтарса çитернине палăртнă. Михаил Игнатьев ыйтăва хуравласа: «Сирĕн асăннă ыйтăва уйрăм контролье илĕпĕр, уйăх хушшинче каялла хуравне пама тăрăшăпăр», - тенĕ республика Пуçлăхĕ. Вăл çавăн пекех саккунсен бази кулленех çирĕпленсе вăйлансах пынине асăннă, обществăлла вырăнсенче йĕркене тытса пырас енĕпе курăмлăнах ĕçсем туса пынине каласа хăварнă. Калăпăр, юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче иртнĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче хаяр шĕвеке сутассин вăхăчĕпе вырăнĕсен йĕркине ансăрлатма хушма йышăнусем кĕртсе хăварнă. Шупашкар районĕнче пурăнакан нумай ача амăшĕ Ирина Московцевăпа Шупашкарта пурăнакан Наталия Доброхотова çурт-йĕрпе çыхăннă ыйтупа килнĕ пулнă. Наталия Доброхотова 13 çул хушши ĕнтĕ хăйĕн сусăрланнă  инвалид ачипе общежитире пурăнни çинчен пĕлтернĕ. Вĕсене черетсĕр хваттерпе тивĕçтермеллин судпа йышăннă ĕç хучĕ те алра, анчах та халлĕхе пушă вырăн çуккине пула, ĕçе пурнăçа кĕртсе пĕтереймен. Михаил Игнатьев 2013 çулта Шупашкар хулин бюджетне 30 млн. тенкĕ суд пулнă хыççăнхи йышăнусене тивĕçтерме строительсто тата хваттерсем илесси çине уйăрса хăварнине палăртнă. «Уйăрнă укçа-тенкĕпе хваттерсем туянса сире те çуртпа тивĕçтерĕç», - тесе пĕлтернĕ республика Пуçлăхĕ. Нумай ачаллă çемьен амăшне Ирина Московцевăна пурăнмалли çурт-йĕр условине лайăхлатас ыйту канăçсĕрлентнĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ пурăнмалли çурта хатĕрлесе çитернине каланă. Халлĕхе инфратытăма пĕтĕмлетес ĕç пынине, çитес вăхăтрах хăтлă та çутă пысăк хваттерсене çемьесем пурăнма та куçасси хыпара пĕлтернĕ. Шупашкар районĕнче Митрофанкас ялĕнче пурăнакан Алексей Козлова Учитель урамĕнчи коммуникаципе инженери ĕçĕсем кăсăклантарнă.  Вăл каланă тăрăх, урамра çĕнĕ çуртсем хута каяççĕ, анчах та  кăвак çулăм та, шыв та, электричество та çук. Республика Пуçлăхĕ ыйтăва татса пама ятарлă комисси ушкăнĕ малтан тĕрĕслесе тухасси çинчен шантарнă, хыççăн пурăнакансемпе пĕрле пухăнса ыйтăва сӳтсе явса татса парасси çинчен каланă. Çĕнĕ Шупашкарти 2№-лĕ Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ Федаил Чекаев 8№-лĕ вăтам шкула валли спорт площадки тума ыйту тăратнă. «Эпир шкул ачисем хушшинче иртекен Спартакиадăра республика Пуçлăхĕн Кубокне 12 çул хушши яланах çĕнсе илетпĕр, анчах та хамăрăн пирĕн стадион та çук. Шкулсен спорт залĕсенче лăк тулли ача. Пире çĕнĕ стадион кирлĕ, анчан та ăна 8№-лĕ шкулта хута яни вырăнлă, мĕншĕн тесен вăл центра çывăх вырнаçнă», - тесе хăйĕн шухăшне палăртнă Федаил Чекаев.   «Республикăра 2014 çултан «Шкул стадионĕ» çĕнĕ проект хута кайĕ, 10 çĕнĕ стадион тăвассине палăртса хунă. Халлĕхе сирĕн хулара стадионсен строительство ĕçĕсене тытăниччен проектсене туса хатĕрлесе çитермелле. Шансах тăратăп, пĕтĕм ресурсене ĕçе кĕртсе палăртă ыйтăва ашшĕ-амăшĕсемпе ачисене тивĕçтерме тăрăшăпăр», - тесе каланă, спорт шкулĕн директорĕн шухăшĕпе килĕшсе Чăваш Ен Пуçлăхĕ. «Пирĕн пысăк квалификациллĕ спротсменсене хатĕрлессипе ĕçлемелле, пире сывă наци кирлĕ», - уççăмăн пĕлтернĕ Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех

 



25 октября 2013
09:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter