Йĕпреç районĕнче Ял хуҫалӑхӗпе тирпейлекен промышленность ӗҫченӗсен кунĕ ячĕпе уяв иртнĕ

Юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ çул çӳревре Йĕпреç районĕнче пулнă. Республика Пуçлăхĕ Çĕнĕ Чураш ялĕнче сĕт пуçтармалли тата ăна сивĕтмелли ĕçе йĕркелекен пунктпа паллашнă. «Пучинкери сĕт-çу завочĕ» организацине çуркунне 2013 çулта  йĕркелесе янă пулнă. Предприятийĕн тĕп ĕçĕ – сĕте пуçтарса тирпейлесе ăна Шупашкара, Мускав облаçĕпе тата ытти çĕре ăсатасси. Ятарлă пункт кунне 150 тонна сĕт тирпейлесе кăларма пултарать. Халлĕхе вĕсем 50 тоннăна çити, çуллахи вăхăтра 80 тоннăна сĕт пухаççĕ. Ял хуçалăхĕсенчен 1 литр сĕте 19 тенкĕпе, халăхран 16 тенкĕпе туянаççĕ. Кăçалхи çул кăрлач уйăхĕнчен пуçласа авăн уйăхĕччен 13,5 пин тонна сĕт пуçтарнă. Пуласлăхра пĕрлешӳ услам çу калăпласа кăларма ятарлă цех тата çуллă мар типĕ сĕт тирпейлессипе ĕçлеме палăртса хунă. Объекта 2014 çулта II кварталта ĕçе кĕртме хатĕрленнĕ. Хыççăн Михаил Игнатьев Ял хуҫалӑхӗпе тирпейлекен промышленность ӗҫченӗсен кунĕ ячĕпе халалласа ирттернĕ уяв мероприятине хутшăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ пухăннă ял ĕçченĕсене саламланă май, Чăваш Енĕн çĕр ĕçченĕсем хăйсен уявне мĕн авалтанах уй-хир ĕçĕсене тирпейлесе кĕртнĕ хыççăн йĕркелесе ирттернине асăннă. «Çĕр ĕçченĕн ĕçĕ нихăçан та çăмăл пулман. Пуласлăхра тата та вĕсен умне çăмăлах мар ыйтусем сиксе тухĕç. Юлашки вăхăтра ĕненмелле мар шăрăх, е тата йĕпе-сапа тăни çĕр ĕçченĕн çирĕплĕхне трĕслет. Республика Правительстви ял хуçалăх производствин эффективлăхне тĕрĕслесех тăрать, кашни квадратла метр çĕр лаптăкĕ, гектар мĕн чухлĕ усă панине хаклать», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Ял хуçалăх ĕçĕнче ветерансем пысăк тӳпе хывнине асăннă, хăйсем хыççăн вăйлă та ĕçчен ăру хăварнине палăртнă. Ял хуçалăхĕнче нумай çул тӳрĕ кăмăлпа  ĕçлесе хисепе тивĕçнисене наградăсем парса хисеп тунă. «Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята «Рассвет» ОАО генеральнăй директорне Виталий Русскова парса хавхалантарнă. Çавăн пекех Михаил Игнатьев ял хуçалăх ĕçĕнче уйрăммăн палăрнисене Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп хучĕсене парса чысланă. Паянхи уявра республикăн амăшĕн капиталне 100 000 пин тенкĕ илме çирĕплетекен сертификата Светлана Ягодовăна парса хавхалантарнă. Уяв  мероприятийĕ агропромышленноç комплексĕн ветеранĕсене,  ĕçре малта пыракансене, район шайĕнче тĕрлĕ конкурсăн çĕнтерӳçисене саламланипе вĕçленнĕ. Тĕплĕнрех



25 октября 2013
17:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter