Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Автомобиль тата хулари пассажир транспорчӗн ĕçченĕсен кунӗ ячӗпе саламлани

Автомобиль тата хулари пассажир  транспорчӗн хисеплӗ ӗҫченӗсемпе ветеранӗсем!

 Сире професси уявӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

Йышлӑ ҫулсемлӗ пирӗн республикӑшӑн автомобиль транспорчӗ  тухӑҫлӑ та кӑлтӑксӑр ӗҫлени уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Шӑпах эсир, ҫӑмӑлах мар, хастар тата социаллӑ пӗлтерӗшлӗ ҫак професси ҫыннисем, республикӑра пурӑнакансене Чӑваш Енӗн кирек хӑш кӗтесне те ҫитме май туса паратӑр. Сирӗн лайӑх ӗҫӗре пула предприятисемпе организацисем тата ҫынсем  кирлӗ таварсене вӑхӑтра илсе тӑраҫҫӗ. 

Эсир пурнӑҫлакан ӗҫре йывӑрлӑхсемсӗр мар. Вӗсен шутӗнче автомобиль паркне ҫӗнетес ыйтусем те, чылай хуҫалӑхри пурлӑхпа ҫыхӑннӑ лару-тӑру та. Ҫапах та ҫакна пӑхмасӑр, эсир пысӑк технологисене ӑнӑҫлӑн ӗҫе кӗртетӗр. Спут­ник навигацийӗн ГЛОНАСС тытӑмӗпе усӑ курни автомобиль тата хулари пассажир транспорчӗн ӗҫне чӑн вӑхӑт йӗркипе асӑрхаса тӑма май парать.

Малашлӑхри тӗллев - пассажирсем турттарас ӗҫе, шкул автобусӗсене, вас­кавлӑ медицина пулӑшӑвӗн, пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх маши­нисене, пысӑк калӑпӑшлӑ та хӑрушӑ тата йывӑр грузсем турттаракан транспорт хатӗрӗсене асӑрхаса тӑрассине тивӗҫтерме Чӑваш Республикин регионти инфор­маципе навигаци тытӑмне йӗркелесси. Ҫакӑн валли 2013-2014 ҫулсенче феде­раци тата республика бюджечӗсенчен, бюджет тулашӗнчи ҫӑл куҫсенчен 115 миллион яхӑн укҫа-тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.

Пассажир транспорчӗпе ҫӳренӗшӗн электронлӑ енчӗкпе е ҫул ҫӳремелли билетпа укҫасӑр татӑлма май пулни ҫул ҫӳреве хӑтлӑрах тума пулӑшрӗ. Паян Шупашкарта электронлӑ транспорт карттисене сутакан тата вӗсене тултарса па­ракан  47 пункт ӗҫлет, вӗсен шучӗ малашне тата ӳсмелле.

Автотранспорт предприятийӗсен хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем, сире ҫак уяв кунӗнче пӗтӗм чунтан ҫирӗп сывлӑх, мӗн пур ырӑ пуҫарура ӑнӑҫу, телей тата ырлӑх сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                           М. Игнатьев.



25 октября 2013
17:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter