Транспорт ĕçченĕсен уявĕ Канашра иртрĕ

Çул-йĕр хуçалăхĕн, автомобиль тата хулари пассажир транспорчĕн ĕçченĕсен кунĕсене кăçал Канаш хулинче ирттерчĕç.Уява Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕ И.Моторин, транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ М.Янковский, унăн çумĕ В.Степанов, хула администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыракан Л.Иванова, патшалăхăн Чăваш Республикипе ĕçлекен автоçул сăнавĕн управленийĕн пуçлăхĕ Ю.Титов, отрасль министерствин,транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн организацийĕсен представителĕсем хутшăнчĕç.

Уяв программи хулари ачасемпе çамрăксен "Локомотив" спорт шкулĕн спорт залĕнче пуçланчĕ. Кунта шывра ишессипе, мини-футболла выляссипе, карçинккана мечĕк персе кĕртессипе, вĕрен туртассипе ăмăртрĕç. Канашри пассажирсене турттаракан автотранспорт предприятийĕн команди карçинккана мечĕк ывăтса тата вĕрен туртса пĕрремĕш, хутăш эстафетăра ишсе виççĕмĕш вырăнсем çĕнсе илчĕ. Хулан тĕп лапамĕнче автобус çÿретме ăстаçăсем кăткăс çаврăмсем витĕр тухас енĕпе тупăшрĕç. Кунта Канашри ПАТП водительне М.Столбова çитекенни пулмарĕ. Пьедесталăн иккĕмĕш картлашки çине "Чăвашавтоçул" акционерсен уçă пĕрлĕхĕн представителĕ Ю.Федоров, виççĕмĕшĕ çине "АвтоВас" пĕрлĕхре ĕçлекен А.Осташков улăхрĕç.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕ И.Моторин, хула администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыракан Л.Иванова пассажирсене турттаракан автотранспорт предприятийĕнче пулчĕç, техника паркĕпе кăсăкланчĕç. ПАТП директорĕ М.Арзамасов хăнасене производство лаптăкăшĕсемпе, кăтартăвĕсемпе, малашне тумалли ĕçсемпе, халь хаççăн килнĕ автобуссемпе паллаштарчĕ.

Çул-йĕр хуçалăхĕн, автомобиль тата хулари пассажир транспорчĕн ĕçченĕсен ячĕпе йĕркеленĕ савăнăçлă мероприяти хулари Культура керменĕнче иртрĕ. Премьер-министр пирĕн йышлă çулсемлĕ республикăшăн автомобиль транспорчĕ тухăçлă та кăлтăксăр ĕçлени пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Малашнехи тĕллев – пассажирсене илсе çÿрес, шкул автобусĕсене, васкавлă медицина пулăшăвĕн, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх машинисене,пысăк калăпăшлă та хăрушă тата йывăр грузсем турттаракан транспорт хатĕрĕсене асăрхаса тăрассине тивĕçтерме Чăваш Республикин регионти информаципе навигаци тытăмне йĕрклесси. Çакна валли 2013-2014 çулсенче федераци тата республика бюджечĕсенчен, бюджет тулашĕнчи çăл куçсенчен 115 миллион тенке яхăн уйăрма палăртнă.

– Транспорт инфратытăмне лайăхлатса пырасси, автоçул сетьне анлăлатасси, Чăваш Ен çулĕсем çинче хăтлăх тата хăрушлăхсăр условисем туса парасси, пассажирсене пулăшу кÿрессин пахалăхне ÿстересси – чи кирлĕ ыйтусем пулса юлаççĕ, – терĕ М.Янковский министр.

Вăл залра ларакансене çăмăл мар, çав хушăрах питĕ кирлĕ ĕç туса пынăшăн тав турĕ, професси уявĕ ячĕпе хĕрÿллĕн саламласа çирĕп сывлăх, мĕн пур пуçарура ăнăçу, телей тата ырлăх сунчĕ.

Çавăн пекех пухăннисене хула администрацийĕн ĕçĕсене туса пыракан Л.Иванова, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Алантьева çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх, татуллă пурнăç сунчĕç.

Савăнăçлă лару-тăрура чи лайăх водительсене, инженерипе техника ĕçченĕсене, автотранспорт предприятийĕсене ертсе пыракансене, транспорт отраслĕн ветеранĕсене отраслĕн ведомство наградисене пачĕç.

Уяв программи концертпа вĕçленчĕ. Шупашкартан килнĕ "Çеçпĕл" ансамбль илемлĕ юрăсем шăрантарса хавхануллă кăмăл-туйăм парнелерĕ.

В.АЧЧА.



26 октября 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter