Академик палăкĕн никĕсĕ хатĕр

Шупашкарти Ленин проспектĕнчи 35-мĕш çурт умĕнче Чăваш Енĕн паллă ăсчахне, этнопедагогика пуçаруçине Геннадий Никандрович Волков академика халалласа палăк лартмашкăн никĕс чул хучĕç. Çак ĕçе йĕркелекен ушкăнра ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов пулчĕç.

Геннадий Никандрович педагогика ăслăлăхне, чăваш халăхĕн культурине тĕпчес ĕçе пысăк тÿпе хывнине, ахăртнех, пирĕнтен кашниех аван пĕлет. "Чăваш Енĕн тĕнчипе чапа тухнă çыннисенчен пĕри вăл. Хăйĕн нумай енлĕ ĕç-хĕлĕпе пирĕн хулан ятне те çĕкленĕ. Унăн палăкне лартса ентешĕмĕре сума сунине çирĕплетĕпĕр," - терĕ Леонид Ильич.

Юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче академик 85 çул тултармаллаччĕ. Ăслăлăхри 1000 яхăн ĕç авторне асăнса палăк лартас ĕçе икĕ çул каялла пуçарнă. Паллă ăсчахăн кÿлепине Владислав Немцев скульптор пăхăртан ăсталĕ. Палăка 2014 çулхи Республика кунĕ тĕлне хăпартма палăртаççĕ. Унччен академик ятне панă сквера та тирпейлесе çитерĕç.

Влада МИРСКАЯ



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
26 октября 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter