Каçал Ен районĕ: хамăр лартнă йывăçсем темрен паха

Çулсеренех республикăра «Йывăç ларт та ăна упра», «Йывăç кунĕ» акцисем ирттереççĕ. Вĕсен тĕллевĕ — хăрнă йывăçсем вырăнне çамрăк хунавсем лартса хăварасси, çĕнĕ аллейăсем, парксемпе посадкăсем чĕртесси. Йывăçсене ахальтен мар планетăн ÿпки тесе калаççĕ. Шăпах вĕсем ĕнтĕ çынсене, чĕр чунсене пурăнма май туса паракан кислорода туса кăлараççĕ. Çавăнпах йывăç лартас ĕçе кашнинех хутшăнма тăрăшмалла.

Кăçал та республикăри ялсенче, хуласенче йывăç кунĕсем чылай ирттерчĕç. Мероприятисене вĕренÿ учрежденийĕсенче ăс пухакансем, тĕрлĕ организацисенче ĕçлекенсем уйрăмах хастаррăн хутшăнчĕç. Çак хыпарсене илтнĕ май шкулта вĕреннĕ чухне çулсерен пĕрле пуçтарăнса йывăç лартма тухнисем аса килчĕç. Хамăртан та пĕчĕк хунавсене лартнă чухне вĕсем еплерех ÿссе каясси пирки, тен, шутламан та пуль. Халĕ вара çак посадкăсем таврана илем кÿреççĕ, çÿллĕ те яштака йывăçсем çилпе кашласа ларни чунра темĕнле мăнаçлăх çуратать: çак илеме эпир хамăр алăпа тунă-çке-ха.

Йывăçа лартнипе çеç мар, вăл лайăх çитĕнтĕр тесен ăна кам та пулин сиенлесрен асăрхасах тăмалла. Пирĕн посадкăсем те малтанлăха нуша курчĕç. Хунавсем лайăх аталанса кайса та ĕлкĕрейменччĕ-ха, такамсем çав тавраша ĕнисене çитерме тухнă. Пĕчĕк йывăçсен ешĕл те çемçе çулçăллă тăррисене ĕнесем тулли кăмăлпах тата-тата çинĕ, вăй илеймен хунавсене тата та вăйсăрлатса хăварнă. Тепĕр çамрăк посадкăри хунавсем вара çулăмран шар курнă. Тахăшĕ хирсенчи типĕ курăка чĕртсе янă та асăрхаса ĕлкĕреймен, курăнать. Çулăм йывăçсем патнех çитнĕ, чылайăшне сиенленĕ.

Апла пулин те, хунавсем майĕпен чĕрĕлсех, вăй илсех пычĕç. Хăрнисем, пĕтнисем вырăнне шкул ачисем çĕннисене лартса тухрĕç. Ачасен вăйĕпех ĕнтĕ посадкăсем çитĕнчĕç, аякранах курăнма пуçларĕç. Çуллахи шăрăхра сулхăнра ларса канма чĕнеççĕ вĕсем. Кĕркунне вара час-часах витре çакнă çынсене çак йывăçсем хушшинче курма пулать. Çамрăк посадкăсенче тĕрлĕ кăмпа питĕ ăнса пулать иккен. Кăмпаçăсем хавассăн: «Çак йывăçсене лартакансене тавах», — тесе калани вара темрен ытла чуна ăшăтать.

Н.КАЛАШНИКОВА.



28 октября 2013
11:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter