Шупашкарта «Чăваш наци конгресĕ» регионсем хушшинчи обществăлла организацийĕн отчетпа суйлавӗн VIII Аслă пухăвĕ пулса иртнĕ

Юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чӑваш наци конгресӗн VIII Аслă пухăвне хутшăннă. Паллă уяв К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче иртнĕ. Чăваш Республикин культурипе тата унăн аталанăвне сыхласа хăварассипе ĕçлекен организацийĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Министрсен Кабинечĕн членĕсем, делегатсем  тата сумлă хăнасем Раççей Федерацийĕн 26 субъекчĕнчен çавăн пекех Эстони, Франци, Украина, Казахстан тăрăхĕсенчен пирĕн ентешсем килсе çитнĕ. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче ытти регионсенчен, çĕр-шывсенчен пархатарлă та ырă чăваш çĕрĕ çине килсе çитнĕ хăнасене чĕререн ăшшăн саламланă. Республика Пуçлăхĕ юлашки çулсенче  демографи лару-тăрăвĕ курăмлăнах ырă енне улшăннине асăннă, пурăнакан халăх пурнăç шайне улăштарас тесе, чăваш чĕлхипе культурине аталантарас, регионсемпе тата нацисем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетес тесе Чăваш Ен Правительстви тĕрлĕ мерăсем йышăннине палăртнă. Уйрăмах  культура проекчӗсене пурнӑҫлас, литера­турӑпа ху­до­жество кӑла­рӑмӗсене пичетлес енӗпе патшалӑх тухӑҫлӑ пулӑшу кӳнине асăннă. Тăватă томлӑ Чӑваш энциклопедийӗ, 32 пин ытла сӑмахран тӑракан икӗ том­­лӑ «Вырӑсла-чӑвашла» словарь кун ҫути курнине, 2011-мĕш çултан пуçласа Чăваш Республикин официаллă Порталĕ чăваш чĕлхипе тухнине палăртса хăварнă. Республикăра юлашки çулсенче тулашри чӑвашсемпе çыхӑнӑва упрас тата аталантарас тӗлӗшпе нумай ӗçсем туса пынине те палăртнă. Чӑваш енпе Пушкăртстанпа, Тутарcтан Республикипе, Чăмпĕр тăрăхĕпе    пӗрле килӗштерсе ӗçлемелли çинчен килӗшӳ çирӗплетнĕ. Пĕлтĕр тата кăçал пӗр-пӗрин çĕршывĕнче чăваш тата пушкăрт кунӗсене ирттернĕ. Чăваш халăх пурăнакан ытти тăрăхсенче те çак ырă ĕçе малашне те туса пырасси çинчен шансах каланă. Михаил Игнатьев хамăр халăхăн моральпе кăмăл сипетĕн тĕп паллисене – чĕре ăшшине, ырă та тӳрĕ кăмăллăха, тимлĕхе, ытти халăхсене хисепленине, хăй пурнăçне ыттисемшĕн пама хатĕр пулнине – «чун экологине» - чун тасалăхне упраса пырар тата çӳлерех шая çĕклеме чĕнсе каланă. Хамăршăн, ачасемшĕн, чăваш халăх пуласлăхĕшĕн пĕрле ĕçлемелли çинчен палăртнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшӳллĕн воспитанипе тата педагогика ĕçĕнче пысăк ĕçсем туса пынишĕн Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учитель хисеплĕ ята Шупашкарти 20№-лĕ Пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулăн вĕрентекенне Валентина Лисицына парса чысланă. Чăваш наци культуине аталантарас ĕçре пысăк витĕм кӳрсе тата ăна аталантарассишĕн ĕçленĕшĕн Чăваш наци конгресĕн членĕсене Геннадий Александрова, Антонина Карповăна, Михаил Пчелкина тата Галина Рыбалквăна тав çырăвĕ парса хавхалантарнă. Мероприятие хутшăннисене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов ăшшăн саламланă. Чăваш наци конгресӗн 8-мӗш съезчĕн кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа унăн председателĕ Геннадий Архипов тухса калаçнă. Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Угаслов организаци Президиумĕн малашнехи ĕçĕ-хĕлĕсем çинчен чарăнса тăнă. Съездра Чăваш наци конгресĕн регионсенчи уйрăмĕн представителĕсем тухса калаçнă. Сумлă хăнасем регионсенчи уйрăмсемпе патшалăх влаçĕсем, вырăнти хăй тытăмлăх влаç органĕсемпе тата çамрăксемпе тачă çыхăнса ĕçлесси тата чăваш наци культурипе унăн чĕлхе аталанăвĕн, йăли-йĕрки, пĕтĕм çĕр-шыври чăваш халăхĕсен çыхăнăвĕсем çинчен чарăнса тăнă. Тухса калаçакансем регионсем хушшинчи социаллă экономика çыхăнăвне çирĕплетессинче чăваш наци пĕрлешĕвĕсен витĕмлĕхне вăйлатасси пирки палăртса хăварнă. Съездра Чăваш наци конгресĕн çитес тăватă çуллăхра ĕçлемелли çĕнĕ ушкăнне суйласа хăварнă. Унăн Президенчĕ пулма Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатне Николай Угаслова суйланă. Тĕплĕнрех  



28 октября 2013
08:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter