Кун йĕркинче актуаллă ыйтусем

Юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ. Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илӳ министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Инна Антонова 2013 çулта республикăн адреслă инвестици программин объекчĕсене пурнăçа кĕртме 5800,6 млн. тенкĕ инвестици бюджетĕнчен пăхса хăварнине асăннă. Адреслă инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртнине кура, 2013 çулта 9 уйăх хушшинче республикăра 20 социаллă пĕлтерĕшлĕ: вĕренӳ, сывлăх сыхлавĕн, культура объекчĕсене хута яма май килнине палăртнă. Вĕсен шутĕнче икĕ шкул çулне çитмен ачасене валли вĕренӳ учрежденийĕсене Каçал Енĕпе Ельчĕк районĕсенче, пĕрер шкул – Патăрьелпе Вăрмар районĕсенче, 12 фельдшерпа акушер пункчĕ, Шупашкарти 9№-лĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче бассейн, икĕ стадион Йĕпреç районĕпе Çĕмĕрле хулинче туса çĕклесе лартнă. Çав вăхăтрах хăш-пĕр объектсене вăхăтра пурнăçа кĕртмен, бюджетран куçнă укçа-тенкĕпе туллин усă курман. «Тӳрĕ кăмăлпа ĕçлемен подрядчиксем конкурссенче çĕнтерсе бюджет укçи-тенкипе усă кураççĕ, хăйсем çине илнĕ яваплăха кирлĕ пек пурнăçламаççĕ. Объектсене вăхăтра хута яманнине кура,  ачасем, ашшĕ-амăшĕсем асапланаççĕ», - тесе палăртнă Михаил Игнатьев. Республика Пуçлăхĕ хăйсен ĕçĕсене тӳрĕ кăмăлпа пурнăçламан подрядчиксене судпа явап тыттармаллине каланă. Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Степанов хĕллехи вăхăтра автомобиль çулĕсене пăхса тăрас енĕпе хатĕрленӳ ĕçĕсене еплерех туса ирттерни пирки каланă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх – Чăваш Республикин Çул-йĕр фончĕн калăпăшĕ 2013 çулта 2504,8 млн тенкĕпе танлашать. Пурте усă куракан автоçулсене пăхса тăма ял тăрăхĕсен шайĕнче укçа-тенке тĕрĕслемесĕрех тăкаклаççĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çакнашкал тытăма çивĕч критикленĕ. «Укçана ял тăрăхĕсене ярса эсир бюджет укçи-тенкипе тивĕçлипе усă курнине тишкернĕ-и? Ял тăрăхĕсенче юсав тата çул-йĕр ĕçĕсен пахалăхĕ чылай япăхрах», - тенĕ Михаил Васильевич. Республика Пуçлăхĕ çулсем юсамаллин конкурс ĕçĕсене ял поселенийĕсен шайĕнче мар, район администрацийĕн шайĕнче йĕркелесе ирттерме хушса хăварнă. Юлашкинчен Чăваш Республикин культура министĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Альбина Алексеева Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ ячĕпе халалласа ирттерекен мероприятисем çинчен чарăнса тăнă.  Раççей халăхĕн Тăван çĕр-шыв хăватлăхĕшĕн тата чечекленĕвĕшĕн пĕр чăмăра пĕрлешме хистекен сĕм авалхи йăлисене сăнарлакан уява пысăк шайра йĕркелесе ирттеме палăртнине асăннă.



28 октября 2013
16:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter