Малти вырăнта – район çыннисен ыйтăвне тивĕçтересси

Комсомольски райповĕ çинчен, ун çитĕнĕвĕсем пирки таврара аван пĕлеççĕ. Вăл — районти çирĕп аталанса пыракан сумлă организацисенчен пĕри. Суту-илÿпе тата обществăлла апатланупа ĕçленисĕр пуçне потребительсен обществи çăкăрпа булка, кондитер изделийĕсем, комбикорм кăларать. Ăстасем район халăхĕн автотранспортне юсаççĕ, парикмахерсемпе косметологсем çынсене илемлĕ пулма пулăшаççĕ, столярсем тĕрлĕ япала ăсталаççĕ, магазинсенче телефонсем çине укçа хураççĕ. Медицина тата ветеринари аптекисенче эмелсемпе тивĕçтереççĕ, автозаправка станцийĕнчен машинăсем татăлмаççĕ...

Пирĕн магазинсене пырса кĕме, кирлĕ тавара туянма меллĕ пултăр тесе райпо пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетме çулсеренех чылай укçа-тенкĕ тăкаклать. Суту-илÿ, апатлану залĕсем хăтлăхĕпе, илемĕпе, сутуçăсем вара туянакансене ăш пиллĕхĕпе, çепĕç куллипе илĕртеççĕ. Паллах, прилавоксем çинче çынсене кирлĕ мĕнпур тавар пулмасан тупăш илесси çинчен ан та шутла. Ассортимент пуянни туянакансен кăмăлне тивĕçтерме май парать. Заявкăсем парсан стройматериал та, сĕтел-пуканпа йăлари техника та, хушма хуçалăх валли выльăх апачĕ те килех кÿрсе паратпăр.

Хамăр патăрта тăрăшакансен ĕç условийĕсем тивĕçлĕ пулмасан ĕç тухăçлăхне кĕтме çук, паллах. Çакна асра тытса райпо совечĕпе правленийĕ предприятисенче пĕтĕм инфраструктура пултăр тесе тĕллев лартнă. Магазинсенче водопроводпа канализаци тăваççĕ, персонал валли кану пÿлĕмĕсем хăтлаççĕ. Акă, çăкăр заводĕнче, производство комбинатĕнче тата хатĕрлев кантурĕнче ĕçченсене душра çăвăнма майсем туса панă.

Комсомольскинчи райпо тытăмĕнче 400 çын вăй хурать. Кашниех ĕç кĕнекипе вырнаçнă, вĕсен пĕтĕм социаллă çăмăллăх пур. Шалу виçи çулсерен ÿссе пырать. Хăш-пĕр магазинсем çĕрлечченех ĕçлеççĕ, кун пек чухне сутуçăсене райпо транспорчĕпе килнех çитерсе ярассине йĕркеленĕ.

Комсомольски райповĕ — район бюджечĕн тупăш пайне йĕркелекен организацисенчен пĕри. Суту-илÿ точкисен тупăшĕнчен муниципалитет тата ял тăрăхĕсен бюджечĕсене уйăхсерен 3 млн тенке яхăн налуксемпе сборсем пырса кĕреççĕ. Районти потребительсен обществи хăй услам илессишĕн çеç ĕçлемест, районта пурăнакансен ыйтăвне туллин тивĕçтерес, ĕç вырăнĕсем тăвас, хăйĕн ĕçченĕсене йĕркеллĕ условисем туса парас тесе тимлет. Çакă — райпон социаллă миссийĕ.

Э.АРТЕМЬЕВА



28 октября 2013
11:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter