Элĕк районĕ: йышлă çемьене - пулăшу

 

Кăçал 5 тата унтан та ытларах ачаллă çемьесене пурăнмалли вырăнпа тивĕçтермешкĕн республика бюджетĕнчен 1 миллион та 935 пин те 450 тенкĕ уйăрма пăхнă. Акă, Тавăтри Карповсен çемйинче 7 çын пурăнать. Хальхи вăхăтра кунта 87 тăваткал метрлă çурт тăваççĕ. Пĕтĕм ĕçсене «Аликовская» строительство организацийĕ пурнăçлать. Çĕнĕ çурт кĕçех хута каймалла, Карповсем унта çывăх вăхăтрах пурăнма куçĕç.

Октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне район администрацийĕнче пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас ыйтупа нумай ачаллă 7 çемье черетре тăрать.



28 октября 2013
16:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter