Елчĕк районĕ: ылтăн тумлă кĕркунне

Салам сана, сап-сарă тумлă,

Пуян та çута кĕркунне.

 Кучченеçпе сĕтел халь тулăх,

Савăнтарать пире парне.

    Ачасем «Уй-хирте тăрать шурă хурăн» кĕвĕпе ташласа кĕреççĕ. Çакăн пек пуçланчĕ кĕçĕн ушкăнри «Шевле» ача садĕнче ирттерекен «Ылтăн тумлă кĕркунне» уяв. Уява  хатĕрленсе  Федорова В.В. тата Петухова Т.П. ачасемпе «Кĕрхи пахча» композици, çутçанталăкри материалсенчен тĕрлĕ тĕслĕ чечексем, пахча-çимĕçсем, улма-çырласем  турăмăр. Уйрăмах Казакова Вика, Смирнова Настя, Головина Кристина, Сусметов Артем ĕçĕсем ачасене савăнтарчĕç.

    Ылтăн тумлă кĕркуннепе уйрăлма, унăн пуян та тулăх  кĕрекинче савăнма хăнана аслă ушкăнри ачасене чĕнтĕмĕр.  Хаваслă иртрĕ уяв.  Ăшă кунсем сахаллансах пыни, сивĕ çумăр çуни, хĕвел унчченхи пек хĕртсе пăхманни çинчен сăвăсем, юрăсем юрларĕç пĕчĕк шăпăрлансем.  

   Çулçă çумăрĕ çурĕ, çулçăсем  хушшинче ачасем конверт тупрĕç. Çулçăсене  пуçтарса çыхă турăмăр,  килнĕ хăнасене парнелерĕмĕр.

   Конверт ăшĕнчи кĕркунне саламне хаваспах йышăнтăмăр,   тупмалли юмахсен тупсамесене тупрамар, тĕрлĕрен вăйасем вылярăмăр.Унăн   асамлă парнисене юратса çирĕмĕр.



28 октября 2013
11:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter