«Шупашкар предприятийĕ «Çеçпĕл» хупă акционерлă обществăна йĕркелесе янăранпа 25 çул çитнĕ

Юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Шупашкар предприятийĕ «Çеçпĕл» хупă акционерлă обществăна йĕркелесе янăранпа 25 çул çитнине халалласа ирттернĕ мероприятие хутшăннă. Пĕрлешĕвĕн ĕçченĕсене саламланă май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Çеçпĕл» пĕрлешӳ пĕр шай лайăх аталанса, çĕнĕлле ĕçлекен инновациллĕ республикăра чи малта пыракан предприятисенчен пĕри пулнине асăннă. «Ĕç коллективĕнче производствăн эффективлă çыхăнăвне тăратса тухнă, шăпах çакă конкурентлă кĕрешӳре çитĕнӳсем тăвассинче пулăшать», - тенĕ вăл. Михаил Игнатьев ĕçлекенсене вĕсен çăмăл мар, яваплă ĕçĕнче тӳрĕ кăмăлпа ĕçлесе пынишĕн тав сăмахĕсем каланă, малашлăхра тăнче шайĕнчи рынокра пысăк çитĕнӳсем тума сĕннĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшӳллĕн «Чебоксарское предприятие «Сеспель» хупă акционерсен пĕрлешĕвĕн промышленноç аталанăвĕнче пысăк тӳпе хывнăшăн хисеп хучĕпе тата тав çырăвĕсемпе кунта ĕçлекенсене тĕп  конструктора Владимир Елисеева,  техникăпа тивĕçтерекен пай пуçлăхне Николай Индубаева чысланă. «Чебоксарское предприятие «Сеспель» хупă акционерсен пĕрлешĕвĕ çăнăх, тырă, комбикорм, цемент, известь турттарама цистернăсем калăпласа кăларассипе тимлет. 2013 çулта 9 уйăх хушшинче 1,2 млрд тенкĕллĕх тавар калăпланă, производствăн индексĕ 110,5 процентпа танлашнă. 2011 çултан пуçласа предприятире танк-контейнерсем тăвассипе проект пурнăçа кĕме тытăннă. Палăртнă проект пуласлăхра çулталăкра 3000 танк-контейнер калăплакан предприятинчен 3500 хисепе таран çитерме палăртать, ăна пула 210 çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Тĕплĕнрех



28 октября 2013
10:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter