Вăрнар районĕ: Калининăри участок больницинче Донор кунĕ иртнĕ

Калининăри участок больницинче Донор кунĕ иртнĕ. Чирлĕ çынсене пулăшас тĕллевпе пурĕ 55 çын хутшăннă çак сăваплă ĕçе. Кăмпалти Н.Александров акă хальхинче 52-мĕш хут юн панă, Ярмушкари Е.Васильева – 36-мĕш. Пĕрремĕш хут килнисем: Шĕнер Ишекри С.Леонтьев (хăйĕн çуралнă кунĕнче), Кивьял Нурăсри Н.Сорокина, Калининăри О.Викторовапа Л.Матвеева. Донор кунне çемьесемпе хутшăнасси те йăлана кĕнĕ. Мăн Хирлепри Романовсен, Хăмăшри Ложкинсемпе Кураковсен, Чалăм Кăкшăмри Поликарповсен çемйисем хастар. Сăмах май, Светланăпа Александр Кураковсем те, çамрăк мăшăр, çемье пурнăçне çакăн пек сăваплă ĕçрен пуçлама шутланă.

Яланхи пекех медицина ĕçченĕсем – Л.Романова, Н.Федорова, Н.Васильева, Н.Степанова – чи хастаррисен йышĕнче. Ярмушкари врач офисĕн асăрхавĕнчи участокран пуринчен нумай (15) çын килнĕ.

Хамăр инф.



28 октября 2013
11:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter