Тăвай районĕ: эрнери тĕп мероприятисем

Район администрацийĕнчи ĕнерхи эрнелĕх ĕç планеркине халичченхи пекех администраци пуçлăхĕ Владимир Ванерке ертсе пынă, унта иртнĕ эрнери итогсене пĕтĕмлетнĕ, малашлăх тапхăрта пурнăçламалли ĕçсене палăртнă.

Ку эрнере пĕлтерĕшлĕ мероприятисем чылай. Малтанах, октябрĕн 29-мĕшĕнче, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке политика репрессийĕсен нушисене тÿснĕ районта пурăнакан çынсемпе тĕл пулать.

Октябрĕн 30-мĕшĕнче “Юность” кафере районти ял хуçалăхĕнче тата тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен Кунне уявлаççĕ.

Ноябрĕн 1-мĕшĕнче районти ял хуçалăхĕнче малта пыракансем ял хуçалăхĕнче тата тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен Кунне халалланă Шупашкар хулинчи савăнăçлă мероприятие хутшăнаççĕ.

Планеркăра вăраха хăварса пымасăр пурнăçламалли тĕп задачăсен шутĕнче Тăвай районĕн бюджечĕн тупăш кĕмелли пайне пурнăçлассине, черетлĕ финанс çулталăкĕ тата планлă тапхăр валли Тăвай районĕн бюджечĕн проекчĕсене туса йĕркелемешкĕн районăн тĕллевлĕ программисен шутне кĕртме муниципалитетсен тĕллевлĕ программисене (Тăвай район бюджечĕн укçи-тенки шутĕнчен финанслаканнисене) туса хатĕрлес ĕçсене хăвăртлатма кирлине, районти ял тăрăхĕсенче çулсене вак чул сарса юсассине, праçниксем вăхăтĕнче хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессине уйрăммăн палăртнă.

Районти ятарлă службăсен ĕçĕсем çинчен полици уйрăмĕн начальникĕ Вениамин Обаськин тата надзор ĕç пайĕн начальникĕ Владимир Михайлов информацисем туса панă. Районти больницăн тĕп врачĕн çумĕ Татьяна Игнатьева диспансеризаци малалла пынине, халăх палăртнин 77 проценчĕ чухлĕ медосмотрта пулнине пĕлтернĕ. Ытти уйрăм ертÿçĕсем те хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă.

Планеркăра çавăн пекех район аталанăвĕн ытти хăш-пĕр ыйтăвĕсене те сÿтсе явнă.

Г.ЕГОРОВА.



29 октября 2013
11:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter