Ял илемĕпе тирпейĕ унта пурăнакансенчен килет

Ял илемĕпе тирпейĕ унта пурăнакансенчен килет. Тăван ене юратакан ăна хăтлăрах та чаплăрах тума вăй-халне те, укçи-тенкине те шеллемест. Акă Йăнтăрчăри информаципе культура центрĕн территорине пырса кĕрсен хăвна юмах тĕнчине лекнĕн туятăн. Кунти ĕçченсем çак илемлĕхе ырми-канми ĕçлесе туни курăнать.

Юлашки вăхăтра урамсем ача-пăча площадкисемпе пуянланнă. Çынсем пĕр-пĕринпе ăмăртмалла тенĕн шăпăрлансем валли вылямалли вырăнсем тăваççĕ. Яла килсе çÿрекенсене Александровсен (Йăнтăрчă), Павловсен (Тенеялĕ), Кирилловсен (Улянкă) çурчĕ умĕнче асамлăх тĕнчи кĕтсе илет. Пĕчĕккисен вăхăтне хаваслă та усăллă ирттерме мĕн кирли йăлтах пур темелле кунта: чуччу ярăнмалли, хăйăр купи, юмахри сăнарсем… Вĕсене йăлтах алă айĕнчи хатĕрсемпе ăсталанă, сăрласа илемлетнĕ. (Тăвай районĕ)



29 октября 2013
15:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter