ЧНКан çĕнĕ Президент – Николай Угаслов

Юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕн VIII отчетпа суйлав съезчĕ иртнĕ. Унăн ĕçне Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, тĕрлĕ çĕртен килнĕ делегатсемпе хăнасем хутшăннă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев сăмах каланă.

“Чăваш наци конгресĕ” регионсем хушшинчи обществăлла организацин ĕçĕ-хĕлĕ çинчен унăн президенчĕ Геннадий Архипов отчет тунă. Çитес 4 çул валли ЧНКан управленипе контроль органĕсен çĕнĕ составне çирĕплетнĕ.

Чăваш наци конгресĕн Президенчĕ пулма 3 кандидатран “ТУС” хупă акционерлă обществăн генеральнăй директорне, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатне Николай Угаслова суйланă.

Н.ЮРЬЕВА. (Тăвай районĕн хаçачĕ)



29 октября 2013
10:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter