Кĕçех типĕтнĕ сĕт кăларĕç

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Йĕпреç тăрăхĕнче пулчĕ. Вăл чи малтанах «Красный партизан» хуçалăхра тыр-пул ăстисемпе выльăх-чĕрлĕх пăхакансен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ.

Тăватă яла пĕрлештерекен хуçалăхăн ÿсĕм-çитĕнĕвне республикăра лайăх пĕлеççĕ. Ял хуçалăхĕн кăçалхи çулĕ те ăнăçлă вĕçленет. Тырра пĕтĕм лаптăк çинчен вăхăтра пухса кĕртсе ампар-кĕлете упрама хунă. Çитес тухăç никĕсĕ те хывăннă. Выльăх-чĕрлĕх валли хĕл каçмалăх апат хатĕрленĕ.

Михаил Васильевич «Пучинкери сĕт-çу завочĕ» ООО ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. Çĕнĕ предприяти уйрăм хуçалăхсенче ĕне тытакансенчен сĕт йышăнать, тасатса тата сивĕтсе Чул хулана, Чĕмпĕре, Раççейĕн ытти регионне ăсатать. Кăçалтан «Красный партизан» колхоз вырăнти фермăра суса илекен сĕте унчченхи пек Йĕпреçри «Сĕт империйĕ» ОООна мар, ялти предприятие леçме тытăннă. Тĕрĕсрех калас тăк «Пучинкери сĕт завочĕ» ООО хăйĕн ятарлă транспорчĕпех фермăран сĕт турттарать, унăн кашни килограмĕшĕн 21 тенкĕ тÿлет. Фермăра - сăвакан 300 ĕне. Пасар саманин тивлечĕпе «çуралнă» предприяти - Пучинкесемшĕн аякка тухса çÿремесĕрех нухрат тупмалли çăл куç. Кÿршĕллĕ Кĕлĕмкассисемпе Эйпеçсене те, Хурамалсемпе Çĕнĕ Выçлисене те, Туçисемпе Кĕлешкассисене те - Йĕпреç тăрăхĕнче пурăнакансен пысăк пайне хăйсен хуçалăхĕсенче туса илекен сĕте çирĕп хакпа вырнаçтарма май пачĕ. Республика Пуçлăхĕ заводăн малтанхи утăмĕсемпе кăмăллă пулнине пытармарĕ.

Сĕт йышăнакан цех вырнаçнă çурт çирĕм çула яхăн усăсăр ларнă. «Красный партизан» колхоз унта консерв завочĕ лартма тĕллев тытнă, производство корпусĕсене çĕклеме ĕлкĕрнĕ. «Çурт пушă ларни чĕрене канăç памастчĕ, - тет хуçалăх ертÿçи. - Пирĕн пата Чĕмпĕр тăрăхĕнчи Сергей Мулеев пайтаçă килсе çак çурта çĕнĕ варкăш кĕртрĕ. Халĕ предприяти талăкра 100 тоннăран кая мар сĕт йышăнать. Çывăх вăхăтрах цех типĕтнĕ сĕт кăларас тĕллевлĕ».

Çу кунĕсенче халăхран 150 тонна ытла сĕт йышăннă. Производство хăвачĕсене ÿстерсех пыраççĕ, 2014 çулхи утă уйăхĕ тĕлне вăл 400 тонна таранах продукци янтăлама тытăнĕ. Цехра халĕ 14 çын, çитес çул 40-рен кая мар ĕçлемелле.

«Проектăн иккĕмĕш тапхăрне ĕçе кĕртме пире 50 млн тенкĕ кирлĕ. Эпир ăна тупатпăрах», - шантарчĕ «Пучинкери сĕт завочĕ» ООО генеральнăй директорĕ Сергей Мулеев.

Республика Пуçлăхĕ предприяти ĕçченĕсене пĕлтерĕшлĕ ыйтăва татса пама хастар хутшăннăшăн тав турĕ. «Эсир хăвата сарсах пыма тĕллев тытнине ырламалла, - терĕ Михаил Васильевич. - Вырăнти халăха хушма ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерме май килĕ. Ял çыннисем унăн уссине тата пĕлтерĕшне халех туйса илни кирек кама та савăнтарать. Уйрăм хуçалăхсенче ĕне усракансен йышĕ ÿсессе шанас килет».

Михаил Игнатьев район центрĕнчи культура çуртĕнче Ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунĕ ячĕпе ирттернĕ савăнăçлă пухăва хутшăнчĕ.

Республика Пуçлăхĕ сысна ĕрчетекен «Рассвет» предприяти директорне Виталий Русскова «Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнипе саламларĕ.

Культура çурчĕн фойинче ял хуçалăх куравĕ ĕçлерĕ. Михаил Игнатьев курав экспоначĕсемпе тĕплĕн паллашнă май паян кивĕлле ĕçленипе ÿсĕм-çитĕнÿ тума май çуккине, çĕнĕлĕхсене шикленмесĕрех анлăрах çул парса пыма кирлине палăртрĕ.

Геннадий КУЗНЕЦОВ

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
29 октября 2013
08:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter