Чăваш Енпе Газпром хушшинчи пĕрне пĕри ăнланса килĕшсе ĕçлесси пĕр шай аталанса пырать

 Юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Газпром межрегионгаз» ОООăн влаç органĕсемпе тата регионсемпе ĕçлекен генеральнăй директорĕн çумĕпе Николай Исаковпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ. Калаçура Шупашкарти Пăр керменĕн строительство тата Атăл леш енне çут-çанталăк газне кĕртессин ыйтăвĕсене сӳтсе явнă. Сăмаха май, хутса ăшăтмалли тапхăр вăхăтĕнче газпа тивĕçтересси тата газпа усă курнăшăн парăмсене пĕтересси ыйтусем çинчен те калаçнă. Михаил Игнатьев Николай Исакова республика çине пысăк тимлĕх уйăрнишĕн тав сăмахĕ каланă. Газпромпа Чăваш Ен яланах пĕр-пĕр ыйăва татса парас пулсан «пĕр чĕлхе» тупса пĕрне-пĕри ăнланнине палăртнă Пуçлăх. Николай Исаков хăйĕн сăмахĕнче паянхи çăмăлах та мар вăхăтра Чăваш Ен Пуçлăхĕ эффективлă ĕçлесе ертсе пынине асăннă. «Газпромпа Чăваш Ен хушшинчи ăнлануллăх килĕшсе аталанса пырать. Енсем хăйсем çине илнĕ яваплăха ырă та таса  чунпа пурнăçлаççĕ. Çакăн пек ĕçлесе пыни шăпах та малалла та килĕшсе ĕçлес туйăма вăйлатать», - тесе каланă  «Газпром межрегионгаз» ОООăн влаç органĕсемпе тата регионсемпе ĕçлекен генеральнăй директорĕн çумĕ.  Тĕплĕнрех



03 октября 2013
08:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter