Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн Председателĕ Валентина Матвиенко: «Чăваш Ен чăннипех те Атăлçин ахахĕ, мерченĕ, чĕри»
Юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕнче Чăваш Республикин кунĕсем иртнĕ май, «Федераци субъекчĕн вăхăчĕ» мероприятире доклад тунă. Республика Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче социаллă экономика аталанăвĕн Стратегийĕн тĕп çул-йĕрĕсем
çинчен чарăнса тăнă. «Чăваш Енĕн нефть, газ, ылтăн та алмаз çĕр айĕнчи чаплă пурлăхсем те çук. Республикăн тĕп ресурсĕ пурăнакансем - ĕçчен те пысăк тавракурăмлă, пултаруллă, таса чунлă та питĕ тăнлă ăслă халăх. Çавăнпа та Чăваш Республикин социаллă экономика аталанăвĕн 2020 çулчченхи Стратегийĕн тĕп шăнăрĕ çын шутланса тăрать, хăйне хăй аталанса пыма условисем туса парасси, вăйлă çынлăха хатĕрлесси, XXI-мĕш ĕмĕрте ăнăçлă аталанса пырса пĕр-пĕринпе ăмăртма пултарни», - тенĕ Михаил Игнатьев. Сенаторсем умĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов сăмах илнĕ. Раççей Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн Председателĕ Валентина Матвиенко Федераци Канашĕнче Чăваш Республикин кунĕсене лайăх хатĕрленнине палăртнă, çак кунсенче регион çинчен мĕн кирлине пĕтĕмпех хыпарсене хатĕрлесе çитернине асăннă. «Чăннипех те Чăваш Ене Атăлçин кĕмĕл мерченĕ, ахахĕ, чĕри. Нумай халăх нацийĕ пурăнакан республикăра религи енĕпе те тавлашусем çук. Республикăра килĕшӳпе ăнлануллăх çураçу хуçаланать», - тесе çирĕппĕн хăй шухăшне палăртнă Валентина Матвиенко. Чăваш Енре шавламаççĕ, никам умĕнче те пуç усмаççĕ, харпăр хăй вăйне шанса пĕр шай ĕçлесе пырса экономикăна çĕклесе пыраççĕ тата социаллă йывăрлăхсене татса пыраççĕ тесе хушса каланă Раççейĕн Федераци Канашĕн Председателĕ. Валентина Матвиенкăпа Михаил Игнатьев Раççей Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн холĕнче Чăваш Республикин презентаци-куравне пăхса çаврăннă. Ĕçе вĕçленĕ май, Михаил Игнатьев федерацин тата республикăн массăлла информаци хатĕрĕсенче ĕçлекен журналистсен ыйтăвĕсем çине хуравланă, «Вместе. РФ» телеканала эксклюзивлă интервью панă. Тĕплĕнрех