Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Федераци Канашĕн Председателĕпе Валентина Матвиенкопа тĕл пулнă

Юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче Мускавра Раççей Федераци Канашĕнче Чăваш Республикин кунĕсем иртнĕ май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Федераци Канашĕн Председателĕпе Валентина Матвиенкăпа тĕл пулнă. Калаçура Чăваш Енĕн социаллă пурнăçĕпе экономикин хальхи тăрăмне, Раççей парламенчĕн çӳлти палати республикăн саккун тата общество пуçарăвĕсене пулăшассин ыйтăвĕсене сӳтсе явнă. Валентина Матвиенко Чăваш Ен хăйне федераци шайĕнче мĕнле паллаштарнине ырăпа хакланă, Федераци Канашĕнче Чăваш Республикин кунĕсем питĕ ăнăçлă иртнине тата лайăх кăмăл-туйăм çуратнине палăртнă. «Ку - республика çитĕнĕвĕсем пирки çеç мар, регионти йывăрлăхсем çинчен те каласа кăтартмалли мел. Çак информаци федераци субъекчĕсенчи лару-тăрăва тĕрĕс ăнланмашкăн, малашне ăнăçлă йышăнусем тумашкăн кирлĕ», - тенĕ Раççей Федераци Пухăвĕн çÿлти палатин спикерĕ. Вăл çавăн пекех Чăваш Енре нацисен тата конфессисен хушшинче килĕшÿлĕхпе çураçулăх хуçаланнине, ку опытпа ытти регионра та усă курмаллине пĕлтернĕ. Михаил Игнатьев Валентина Матвиенкăна республикăна хăйĕн çитĕнĕвĕсем пирки Федераци Канашĕнче каласа кăтартма май панăшăн тав тунă. «Эсир хăвăр та кĕпĕрнаттăр пулнă, регион йывăрлăхĕсене лайăх ăнланатăр тата пире яланах пулăшатăр. Эпир çакна туятпăр», - палăртнă Михаил Игнатьев. Унсăр пуçне вăл 2014 çулта Раççейре Культура çулталăкĕ пулĕ тесе пĕлтернине, çак утăма питĕ вăхăтлă тунине - тĕнчипех глобализаци вăй илсе пынă вăхăтра чун, ăс-хакăл, кăмăл-сипет пахалăхĕсене сыхласа хăварассин ыйтăвĕсем пушшех те çивĕч те пĕлтерĕшлĕ-çке - каланă. Тĕплĕнрех



30 октября 2013
12:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter