Вăрлăха çĕнетнĕ

«Рабия» Агрофирма» кăçалхи çанталăкăн йывăр условийĕсенче япăх мар ĕçлесе пычĕ. 1392 гектар çинчи тĕш тырă культурисене вăхăтра пухса кĕртнĕ. 2068 тонна халĕ кĕлетсенче типтерлĕ упранать. Кĕр тыррисем 534 гектар йышăнаççĕ, вĕсене агротехникăлла сроксенче акса хăварнă.

Кĕрхи çĕртме сухи тăвассине икĕ сменăпа йĕркеленĕ, пурĕ 356 гектар сухаланă. Усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе те ĕçсем пынă, 167 гектар лаптăка сухаласа çемçетнĕ.

Çитес çул çурхи тĕш тырă культурисене лайăх пахалăхлă вăрлăхпа кăна акса хăварма тĕллев лартнă. Хуçалăхра акмалли тырăсем çителĕклĕ. Тĕпрен илсен, вĕсене çĕнетессипе иртнĕ çулах ĕçленĕ. Раиса Кузьмина тĕп агроном ака стандартне ларайманнисене çывăх вăхăтрах алассине йĕркелесси çинчен пĕлтерчĕ. (Элĕк районĕ)

 



30 октября 2013
13:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter