Элĕкри 3 çĕнĕ урама тата Асамат ялне шывпа тивĕçтерĕ
Ялта пурăнакансем 2010 çулхи типпе халĕ те лайăх ас тăваççĕ. Кашни килте тенĕ пек çăл, анчах вĕсенче шыв çук. «Çав çулхине çăлсемпе пĕвесем типсе ларчĕç», – теççĕ халĕ иртнине аса илсе ял çыннисем. Шыв ыйтăвĕ çивĕч тăнăран федераци, республика тата вырăнти бюджетран шыв пăрăхĕсене хума 14 миллион тенкĕ ытла уйăрнă. Проектпа килĕшÿллĕн Элĕкри 3 çĕнĕ урама тата Асамат ялне шывпа тивĕçтерĕç. Ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ. Халĕ урамсене тирпей-илем кĕртеççĕ тата çăл алтаççĕ. Колонкăсенчен шыв вара çитес çул юхма пуçлĕ.