Пулас спортсменсене хатĕрлет

Виктор Семенов вăтăр çул ытла спортсменсене хăвăрт утма хăнăхтарать. Унăн вĕренекенĕ Елена Николаева – Олимп чемпионĕ. Паян пултаруллă тренер ачасене Элĕк районĕнче шырать. Виктор Семеновăн вăтăр ытла вĕренекен. Ытларахăшĕ – Элĕкрен, ялсенчен те пур. Вăл районти 13 шкула çитнĕ: ачасемпе мастер-классем ирттернĕ, ашшĕ-амăшĕсемпе тĕл пулнă. Пулас чемпионсемшĕн унăн урокĕ – тÿлевсĕр. Элĕк тăрăхĕнчи ачасемпе çулталăк çеç ĕçлет пулин те кăтартусем пур ĕнтĕ.

В. Семенов чемпионсене хатĕрлеме пĕлет. Унăн икĕ пиччĕшĕ те хăвăрт утассипе палăрнă. (Элĕк районĕ)

 



30 октября 2013
13:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter