Федераци Канашĕнче - Чăваш Енри вĕренÿ тавра

Юпа уйăхĕн 28-30-мĕшĕсенче Раççей Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕнче Чăваш Республикин кунĕсем иртеççĕ. Çавна май комитетсен анлă ларăвĕсенче пирĕн Правительство членĕсем, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем тухса калаçаççĕ. Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов Ăслăлăх, вĕрентÿ, культура тата информаци политикин комитечĕн ларăвне хутшăннă.

Владимир Николаевич хăйĕн сăмахĕнче республикăри паянхи вĕренÿ тытăмĕн çивĕч ыйтăвĕсемпе малашнехи аталану çул-йĕрĕ çинчен тĕплĕ чарăнса тăнă. Федерацин вĕренÿ саккунне пурнăçа кĕртес енĕпе тĕл пулакан йывăрлăхсене сирес пирки сенаторсемпе канашланă.

Чăваш Енре - пин ытла вĕренÿ учрежденийĕ. Çав шутран 615-шĕ шкулчченхи пĕлÿ парас енĕпе ĕçлет. Республикăра ача валли шкул ÿсĕмне çитичченхи вĕренÿ учрежденийĕнче вырăн уйăрассипе тимлĕ пулнине палăртнă министр. Хальлĕхе асăннă ÿсĕмри пепкесен 72,4% садике çÿрет. 2012 çулта çĕнĕ 8 ача сачĕ /пурĕ 1500 вырăнлăх/ хута кайнă. Халĕччен ĕçленĕ садиксемпе шкулсенче пÿлĕмсене эффективлăрах усă курас мелпе хушма 2014 вырăн йĕркеленĕ.

В.Иванов республикăра вĕренÿ учрежденийĕсен ĕç-хĕлне çамрăк специалистсене явăçтарассипе ятарлă мерăсем йышăнни çинчен те /çамрăк специалистсен ĕç укçин коэффициенчĕсене ÿстерни, çамрăк учительсене пурăнмалли кĕтес çавăрас енĕпе патшалăх пулăшăвĕ кÿни/ асăннă.

Ачасене хушма пĕлÿ парассипе республикăра тĕплĕ ĕçлеме тĕллев лартни çинчен хаçатра маларах çырнăччĕ. Министр Мускавра та хускатнă ку ыйтăва. Хăйĕн шухăшне уççăн палăртнă вăл: хушма вĕренÿ ача-пăчашăн пурнăçра пĕлтерĕшлĕрех - кунта унăн пултарулăхне уйăрса илмелли çул пытаннă, педагогсемпе хутшăну йĕркелеме меллĕ. Хальлĕхе хушма вĕренÿ шайĕ çĕр-шывра пĕчĕк-ха: 36 процент кăна. Чăваш Енри вĕренекенсен йышĕнчен 45,7% мĕнле те пулин хушма пĕлÿ илет. Тĕллев вара, министр палăртнă тăрăх, ку кăтартăва 75 таран çитересси. Çак шая çĕкленме укçа-тенкĕ çителĕклĕ уйăрмасăр ниепле те май çук. Федерацин, регионăн, муниципалитетăн - пурин енчĕкĕнчен те тухмалла нухрат. Хальлĕхе тиев муниципалитетсем çине çеç тиенет-ха. «Çавăнпа тĕрлĕ районта - тĕрлĕрен лару-тăру. Кашни вĕренекен пуçне укçа-тенкĕ пĕр пек уйăрма пуçласан тин асăннă тытăм кирлĕ пек ĕçлесе кайĕ», - тенĕ Владимир Николаевич.

Раççей Федерацийĕн «Вĕренÿ çинчен» саккунне пурнăçлассипе сиксе тухакан çивĕч ыйтусем çинчен Владимир Иванов пуçланă сăмаха ЧР Патшалăх Канашĕн Социаллă политика тата наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Петр Краснов малалла тăснă. Министр республикăра професси вăтам пĕлĕвне памашкăн ресурссем çителĕксĕррине палăртнă. Депутат вара вĕренÿ учрежденийĕсен пурлăх никĕсĕ чухăнни çинчен каланă, парламентарисене саккуна тепĕр хут пăхса тухма сĕннĕ.

Сенаторсем Чăваш Енрен пынă хăнасене тимлĕ итленĕ. Валерий Сударенков пирĕн республика çинчен тарăн пĕлни пурне те тĕлĕнтернĕ. «Вĕренÿ çине пăхас енĕпе Чăваш Ен вăтам регион кăна мар», - тенĕ вăл. Любовь Глебова депутат та, кăшт маларах Рособрнадзор ертÿçи пулнăскер, пирĕн республика асăннă тытăмра лайăх ĕçлесе пынине палăртнă: «Вĕренĕвĕн нумай проектне хута ярас ĕçре Чăваш Ен малти ретре пулчĕ».

Федераци Канашĕнче ЧР вĕренÿ министрĕн докладне сÿтсе явнă хыççăн йышăнусем пулнă. Владимир Николаевич каланă тăрăх, тĕслĕхрен, саккунра муниципалитет организацийĕсенче хушма вĕренÿ ĕçне йĕркелеме полномочисене регионсене парасси пирки тÿрлетÿ тумашкăн палăртнă. Сенаторсем професси пĕлĕвне модернизацилессипе, педагогсене хатĕрлес стандартсене çирĕплетессипе мерăсем йышăнма шантарнă.

Ирина ПУШКИНА

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
30 октября 2013
14:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter