Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ çул çӳревре Çĕрпӳ районĕнче пулнă

Юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ çул çӳревре Çĕрпӳ районĕнче пулнă. Чурачăк ялĕнче «Урожай» стадиона уçнă ятпа ирттернĕ пулăма хутшăннă. Асăннă объекта ялсенче комплекслă  стройка ĕçĕсем туса ирттермелли ятарлă проектпа килĕшӳллĕн хута янă. Стадионра футбол вăййисене, ăмăртусем ирттермелли уй, çурран чупмалли çул, çынсене лармалли 500 вырăн, администраципе хуçалăх ĕçĕсене валли ятарлă уйрăмсем те хатĕрленĕ.   Палăртнă объекта федераци, республика тата вырăнти бюджет укçи-тенкипе çĕклесе лартнă. Унăн пĕтĕмĕшле хакĕ 32 млн. тенкĕпе танлашать. Михаил Игнатьев кунта пурăнакансене стадиона уçнă ятпа саламланă май, спорт объекчĕпе кирлĕ пек туллин куллен эффективлă усă курасси çинчен шансах каланă.  Çитес икĕ çул хушшинче  республикăри ял тăрăхĕсенче тата 10 стадион хута ямалли çинчен ырă хыпара пĕлтернĕ.  Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чурачăк ял поселенийĕн пуçлăхне Галина Федотовăна хоккей выляма ятарлă форма виçĕ ушкăна валли илме 360 пинлĕх сертификата парса хавхалантарнă. Хыççăн Михаил Игнатьев «Кĕр сăри» презентаци-курава пăхса çаврăннă, Ял хуçалăх ĕçченĕсен кунне халалласа ирттернĕ уяв мероприятине хутшăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче районти çĕр ĕçченĕсем хăйсен уявне лайăх кăтартусемпе кĕтсе илнине палăртнă. Çĕрпӳ районĕ кĕр тыррисене пухса кĕртессипе ытти районсемпе танлаштарсан малтисен вырăнĕнче пулнине каланă. Районта çĕр улмине пĕтĕмпех пухса кĕртине асăннă. Патшалăх пулăшăвĕпе Çĕрпӳ районĕн ял хуçалăх предприятийĕсем паянхи куна 69,8 млн. тенкĕллĕх усă курнă. (2012 çулхи çак тапхăртипех танлаштарсан 182,1 процент чухлĕ). «2010 çултанпа пуçласа çĕр ĕçченĕ умне çанталăк условийĕсем хăш-пĕр йывăрлăхсем кăларса тăратаççĕ пулин те, яваплă ял хуçалăх таварĕсене тирпейлекенсем патшалăх пулăшăвĕсемпе эффективлă усă курса, çĕнĕрен те çĕнĕ технологиллĕ хатĕрсене туянса курăмлă кăтартусемпе ĕçлесе пыраççĕ», - тесе палăртса хăварнă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине «Авангард» «Цивильский Бекон» ООО филиалĕн ертӳçĕ экономистне Ревикке Афанасьевăна парса чысланă. Чăваш Республикин ягропромышленноç комплексĕнче нумай çул хушши тӳрĕ кăмăлпа ĕçлесе чапа тухнăшăн Чăваш Ен Пуçлăхĕ хресчен фермер хуçалăхĕн тракторист–машинисчĕсене Андрей Хорошавинпа Сергей Миронова,  «Цивильский ветеринарно-санитарный утилизационный завод» ГУП хуçалăхĕн пуçлăхне  Викентий Майкова Тав çырăвĕпе тата асăнмаллăх сехет парнеленĕ. Пухăннă Çĕрпӳ тăрăхĕн ял ĕçченĕсене - «Чăваш бройлерĕ» акционерсен уçă пĕрлешĕвĕн директорĕ - Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Вадим Николаев та ăшшăн саламланă. Тĕплĕнрех

 



31 октября 2013
15:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter