Ас тăвăмăн йывăр тиевĕ

Шупашкарта та, çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи пекех, репресси «авăрĕнче» пурнăçран уйрăлнисен, Сталин-Ежов-Берия лагерĕсенчен таврăнайманнисен ячĕсене сăвапламалли кун - Богдан Хмельницкий урамĕнчи масарта хурлăхлă митинг иртнĕ.

Чăваш Енре çак тапхăрта, ăсчахсем çирĕплетнĕ тăрăх, 60 пин çынна - культура ĕçченĕсене, çыравçăсене, хуçалăх ертÿçисене, вĕрентекенсене, тĕн çыннисене, пуçлăхсенчен кăшт урăхларах шухăшлакансене пуç янă. Чылайăшне çын прависĕр хăварса тăван çĕрĕнчен, кил-йышĕнчен уйăрса шахтăна, рудник чавма, шурлăхсенче çул хывма, тайгана йывăç касма, пысăк юхан шывсене пÿлсе ГЭС тума ăсатнă. Нумайăшĕн çулĕ каялла выртман: хĕн-хурпа, чирпе, чăтма çук йывăр ĕçпе аякра куç хупнă. Республика хаçачĕсенче тăтăшах пичетленсе пыракан «Таса ячĕсене тавăрнă» списоксенче - хур курнă хыççăн реабилитациленĕ вун-вун çын хушамачĕ. Тĕрлĕ ÿсĕмрисем: кăкăр ачинчен пуçласа пичĕ пĕркеленнĕ ватă таранах. Çак списоксен вĕçĕ курăнмасть-ха...

- Çав хăрушă тапхăр паянхи çамрăксен, килес ăрусен асĕнчен нихăçан та ан тухтăр, - терĕ ас тăвăм митингне уçнă май репрессисенче шар курнисен республикăри ассоциацийĕн ертÿçи А.Марков профессор. Анатолий Семенович çак синкер инкекне-асапне хăй те тÿснĕ. - 1931 çулта аттепе аннене тата вĕсен пилĕк ачине, çав шутра мана та, çулталăк çурăри ачана, Архангельск облаçне ăсатнă. Коныш текен станцири çĕр пÿртре пурăннă эпир, витĕр çил вĕрекен сарайра хĕл каçнă...

«Тамăк хуранĕнче» пулнисем пур пĕрех çав вăхăта ылханмаççĕ, хăйсем чĕрĕ юлса паянхи пурнăç лайăхланса улшăннине курма май килнĕрен чĕререн хĕпĕртеççĕ. «Аслă террор» пуçланнăранпа кăçал 75 çул çитрĕ. Вăхăт шăвать, чылай пулăм историре юлать. Çапах усалли те манăçмасть, вăл ас тăвăмăн йывăр тиевĕ евĕр халăх асĕнче упранать. Асăну митингĕнче сăмах илнĕ ытти çыннăн та - Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕн Валерий Филимоновăн, Чăваш Респубюликин сывлăх сыхлавĕ тата социаллă аталану министрĕн çумĕн Александр Медюковăн, Шупашкар хула пуçлăхĕн çумĕн Ирина Клементьевăн, репрессире шар курнисен мăнукĕн, ассоциаци правленийĕн членĕн Алексей Парамоновăн - чунĕ хумханчĕ ахăртнех. Вĕсем синкер тапхăрта пурнăçран уйрăлнисен сăваплă ячĕсене ялан сума суса асра тытма чĕнчĕç. Михаил протоиерей молебен ирттерчĕ.

...Палăк умне хунă хĕп-хĕрлĕ чечексем çак самантра репрессире вилнĕ çынсен чĕрĕ юнĕ пек туйăнчĕç.

Юрий СТЕПАНОВ

 



31 октября 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter