Вăрнар районĕ: килĕшÿ - çемье илемĕ

Аслисемпе ачасен пушă вăхăта пĕрле интереслĕ те усăллă ирттерес туртăмне вăратса вăйлатас, çемье историне тĕплĕнрех тишкерсе ăна юратас, хисеплес, унпа тивĕçлипе мухтанас туйăма аталантарас, ушкăнпа выляс, ĕçлес, пĕр-пĕрне пулăшас енсене аталантарса çирĕплетес тесе 7-мĕш класра вĕренекен ачасемпе  амăшĕсен хушшинче  «Килĕшÿ –çемье илемĕ» конкурс мелĕпе йĕркеленĕ уяв иртрĕ. Конкурса 4 çемье хутшăнчĕ. Вĕсем çак уяв валли çемье гербне, çемье альбомĕнчи чи интереслĕ фотографисен выставкине хатĕрленĕ. «Эсĕ хăвăн çемйÿне пĕлетĕн-и?», «Аннÿне шыраса туп», «Ваттисен сăмахĕсен вĕçне туп » конкурссем ачасемшĕн йывăр пулмарĕç. Уяв хаваслă, интереслĕ, кăсăк иртрĕ.    



31 октября 2013
13:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter