Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Учитель кунӗ ячӗпе саламлани

Хаклӑ туссем! Чӑваш Енӗн хисеплӗ  вӗрентекенӗсем!

Сире Учитель кунӗ ячӗпе пӗтӗм чунтан  саламлатӑп!

Сирӗн ӗҫӗр пӗлтерӗшне хак пама ахӑртнех май та ҫук. Ӑслӑ та  ырӑ кӑмӑллӑ вӗрентекенсем мӗн пӗчӗкренех пирӗнпе юнашар. Вӗсем пи­ре пӗлӳ еннелле туртӑнма, ырӑпа усала уйӑрма вӗрентеҫҫӗ, унпа пӗр­лех тӗрлӗ енлӗн аталаннӑ йӗркеллӗ ҫын пулса ӳсме пулӑшаҫҫӗ.

Чӑваш Республикин пат­­шалӑх политикин тӗп тӗллевӗсенчен пӗри Раҫҫейри вӗренӗве ҫирӗппӗн аталантарма пулӑшакан майсем туса хурасси, унӑн ырӑ йӑла-йӗркине сыхласа упрасси шутланать.

Ҫав тӗллевсене пурнӑҫлама «Раҫҫей Федерацийӗнчи вӗренӳ ҫин­чен» тата «Чӑваш Республикинчи вӗренӳ ҫинчен» саккунсем май параҫ­ҫӗ. Асӑннӑ документсенче воспитани ыйтӑвӗ, ачана ӗҫе юратма хӑ­нӑх­тарасси, ӑна тӳрӗ кӑмӑллӑ, яваплӑха туякан тата саккуна пӑ­хӑнакан ҫын туса ӳстересси тӗп вырӑнта тӑраҫҫӗ.

Республикӑра вӗрентӳ тытӑмне ҫӗнетес ӗҫ хастарлӑн пур­нӑҫ­ла­нать. Шкулсем тӑвасси, вӗ­се­не тӗпрен юсасси тата юсаса ҫӗнетесси ла­йӑх шайра пулса пырать, республикӑри мӗн пур шкула вӗренӳ кӗ­неки­семпе туллин тата тӳлевсӗр тивӗҫтернӗ.  Вӗрентӳ ӗҫне информаци тех­но­­ло­ги­йӗ­сене кӗртес тӗлӗшпе Чӑваш Ен Раҫҫей Федерацийӗн субъек­чӗсен хушшинче  малти вырӑнта тӑрать. Педагогика ӗҫӗнчи инно­ва­цил­лӗ техно­логисем республикӑри шкулсенчен вӗренсе тухакансене пысӑк ҫи­тӗнӳсем тума пулӑшаҫҫӗ. Кӑҫал Чӑваш Енри 12 шкул Раҫҫейри чи лайӑх 500 шкул йышне  кӗнӗ, Шупашкарти 3-мӗш лицей вара – ҫӗр-шыври чи лайӑх 25 шкул шутӗнче, ҫак ырӑ тӗслӗх Чӑваш Енри педагогсен тата ачасен ашшӗ-амӑшӗн ӗҫӗ-хӗлӗн тухӑҫлӑхне ӗненмелле ҫи­рӗплетсе парать.

Вӗрентекен ӗҫӗн хисепне ӳстерес тӗлӗшпе тивӗҫлӗ мерӑсем йы­шӑннӑ. Педагогсен ӗҫ укҫи ҫулсерен хушӑнса пырать, вӗренӳ сферинче инновациллӗ проектсене пурнӑҫлама грантсем уйӑраҫҫӗ, ҫамрӑк вӗ­рентекенсем  патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курса  хӑйсен пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене  лайӑхлатма пултараҫҫӗ.

Ҫӗр-шыври педагогика шкулӗн чи лайӑх йӑли-йӗркине тивӗҫлипе сыхласа упракан тата ӑна вӗрентекенсен ҫамрӑк ӑрӑвне парса хӑ­вара­кан ве­терансене уйрӑммӑн тав тӑватӑп.

Ҫак питӗ кирлӗ те пархатарлӑ  ӗҫре тӑрӑшакан мӗн пур ҫынна ҫи­рӗп сывлӑх, ҫитӗнусем, телей тата лайӑх кӑмӑл сунатӑп.

  

Чӑваш  Республикин   Пуҫлӑхӗ                                                                                  М.Игнатьев

 

 



04 октября 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter