Елчĕк районĕ: Турхан Энтри - Андрей Васильевич Турханăн 125 çулхи юбилейне халалласа тĕрлĕ мероприятисем иртрĕç

Хисеплĕ ентешĕмĕрсем манăçмаççĕ, эпир хисеплесе сума-суса чысласа  тăрсан - пушшех те. Юпа уйăхĕн 3-мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи Çĕнĕ Пăва ялĕнче  Андрей Васильевич Турхан çуралнăранпа 125 çул çитнине халалласа пысăк мероприятисем иртрĕç.  Çак паллă куна çÿлти шайра ирттерсе ярас тесе Çĕнĕ Пăва шкулĕнче вĕрентекенсемпе вĕренекенсем, культура ĕçченĕсем те нумай тăрăшрĕç.

Асăннă кун уява пĕрле ирттерме  Андрей Васильевич  Турханăн ывăлĕпе хĕрĕ Евгений Андреевичпа Маргарита Андреевна хутшăнчĕç,  çавăн пекех:

Родионов Виталий Григорьевич - И.Н.Ульянов ячĕллĕ чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ, филологи ăслăлăхĕн докторĕ, чăваш   тата танлаштаруллă литература пĕлĕвĕн кафедрин пуçлăхĕ, Раççей тата Чăваш Республикин ăслăлăхĕсен тава тивĕçлĕ деятелĕ;

Станьял Виталий Петрович -  Чăваш таврапĕлÿçисен фончĕн хисеплĕ председателĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ;

Кошкин Василий Гаврилович (Кеврен) – «Тăван Атăл» журналăн тĕп редакторĕн çумĕ, паллă писатель, Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ;

Сидоров Петр Петрович (Петĕр Лаштай) – Расçей Федерацийĕн писателĕсен тата журналистсен союзĕсен членĕ, Çемен Элкер тата Алексей Талвир ячĕллĕ премисен лауреачĕ;

Пупин Петр Степанович – Атăл тăрăхĕнчи паллă скульптор, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ, Турхан Энтрин Асăну хăмин авторĕ;

Мефодьев Александр Иванович – И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчи чăваш литература кафедрин доценчĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Чăваш патшалăх культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ  килсе çитрĕç.  Хаваслă уява уçнă самантра Андрей Васильевичăн вĕренекенĕсем Луиза Витальевна Викторова, Пупин Федор Степанович, Фомина Алимпия Алексеевна нумай ăшă сăмах тухса каларĕç, çамрăк ăрăва хăйсен юратнă учителĕ çинчен каласа кăтартрĕç.

Чи асра юлнă самант вара – хамăр ентеш, Турхан ял çынни, Петр Степанович Пупин ăсталанă  Турхан Андрей Васильевича халалланă  Асăну хăмине уçнă самант пулчĕ.

Çĕнĕ Пăвари культура çуртĕнче пĕртăван Турхансен парнисене çĕнсе илессишĕн кире пуканĕ йăтакансен ăмăртăвĕ иртрĕ. Унта районти çак спорт енĕпе кăсăкланакансем йышлăн пуçтарăнчĕç. Çĕнтерÿçĕсене хисеп хучĕсемпе парнесем парса хавхалантарчĕç.

Тата тепĕр пысăк мероприяти - район шайĕнчи наукăпа практика конференцийĕ. Елчĕк районĕнче 51 вĕренекен Çĕнĕ Пăва шкулĕнче хăйсен тĕпчев ĕçĕсене хÿтĕлерĕç. Хутшăнакансем виçĕ номинацире  тупăшрĕç: 1. Автор хайлавĕсем; 2. Турхан Энтри тата филологи; 3. Истори тата тăван ен.

Жюри членĕсене чи пултаруллă ачасене тупса палăртма çăмăлах пулмарĕ. «Истори тата тăван ен» номинаци çĕнтерÿçисем çаксем пулчĕç:

1-мĕш вырăн: Павлова Инесса (9 класс, Çĕнĕ Пăва);

2-мĕш вырăн: Филиппов Николай (10 класс, Çĕнĕ Пăва), Ананьева Валентина (11 класс, Çĕнĕ Пăва);

3-мĕш вырăн: Цветков Данил (7 класс, Курнавăш),  Волкова Марина (7 класс, Чăваш Тăрăмĕ), Арефьева Татьяна (9 класс, Вăрăм Хăва).

«Турхан Энтри тата филологи» номинацире çĕнтерўçĕсем çаксем пулчĕç:

1-мĕш вырăн: Аввина Алена (10 класс, Курнавăш);

2-мĕш вырăн: Гурьева Аглаида (8 класс, Çирĕклĕ Шăхаль), Федотова Ольга (11 класс, Курнавăш);

3-мĕш вырăн: Морозов Семен (9 класс, Кĕçĕн Таяпа), Филимонова Татьяна (10 класс, Аслă Елчĕк), Краснова Клавдия (9 класс, Çуткўл)

Поэзипе прозăна кăмăллакансем нумай пуçтарăннине пула икĕ ўсĕмпе пăхса тухрăмăр:

           5-7 классем хушшинче «Автор поэзийĕ» номинацире

1-мĕш вырăн: Доброхотова Эльвира (6 класс, Патрекел);

2-мĕш вырăн: Волкова Кристина (5 класс,Хăвăл Çырма);

3-мĕш вырăн: Адюкова Юлия (7 класс, Аслă Елчĕк)

          5-7-мĕш классем хушшинче «Автор прози» номинацире:

1-мĕш вырăн: Королев Стас (5 класс, Вăрăм Хăва);

2-мĕш вырăн: Воронова Татьяна (7 класс, Тĕмер)

3-мĕш вырăн: Рукавишникова Наталья (6 класс, Аслă Таяпа)

          8-11 классем хушшинче «Автор хайлавĕ» номинацире

1-мĕш вырăн: Петрова Екатерина (9 класс, Çирĕклĕ Шăхаль);

2-мĕш вырăн: Данилова Анна (8 класс, Елчĕк);

3-мĕш вырăн: Гаврилова Анна (9 класс, Патреккел).

Ăслăлăхра пĕрремĕш утăмсем туса çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ вĕренекенсене  грамотăсем парса чысларĕç.

Уява «Варкăш» ансамбль, Кунавăшри информаципе культура центрĕ тата Çĕнĕ Пăвари культура çумĕнчи артистсем илем кÿчĕç.



04 октября 2013
10:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter