Чăваш Енре эффективлă мĕн пур шайри бюджетсен пĕрлĕхне йĕркеленĕ

Юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра Раççей Президенчĕ Владимир Путин йĕркелесе ертсе пынă Раççей Федерацийĕн Патшалăх Канашĕн ларăвне хутшăннă. Лару Пысăк Кремлĕн керменĕнче иртнĕ. Ларура бюджет тăкакĕсен эффективлăхне ӳстересси çине тимлĕх уйăрнă.  Хăйĕн сăмахĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Раççейре бюджет тытăмĕсем курăмлăнах уçăмланса çирĕпленнине палăртнă, йывăрлăхсене те сирсе яма тăрăшмаллине каланă, укçасене тăкаклассин база йĕрки улшăнсах пынине асăннă. 2014-мĕш çул бюджечĕ программăн тĕп çул-йĕрĕпе йĕркеленнĕ. Регионсен тата муниципалитет влаçĕсен çак программăпа килĕшӳллĕн хăйсен бюджечĕсене йĕркелеме тивĕ. Владимир Путин влаç органĕсенче патшалăх заказĕсене тунă чухне йĕркене çирĕп пăхăнса тĕрĕслесе тăма чĕнсе хăварнă. Патшалăх службисенче вĕсене тĕрĕслесе тăма обществăлла тĕрĕслевĕн хатĕрĕсене тупмаллине палăртнă. 2012 çул кăтартăвĕсем тăрăх, Чăваш Ен, бюджет укçи-тенкисемпе перекетлĕ усă куракан регионсем шутне кĕнĕ. Патшалăх программисене йĕркелесе бюджетран тăкакланассипе Чăваш  Республики çавăн пекех Раççей Федерацийĕнчи 4 чи лайăх субъектсем шутне кĕнĕ. 2013-мĕш çулăн пĕрремĕш çур çуллăхĕнче  Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджечĕ 20413,2 млн тенкĕпе танлашать. (çулталăкри планпа пăхса хăварнинчен 50,9 %). Пĕлтĕрхи шайпа танлаштарсан 0,1 процент чухлĕ пысăкрах шутланать. Тăкаксем 18,488 млрд. тенкĕ чухлĕ (40,9 процент çулталăкри планран), профицит 1,925 млрд тенкĕ. 2013 çулта пĕрремĕш çур çуллăхпа илес пулсан тупăшсенчен илекен налуксемпе ПФОра -  Чăваш Ен 3-мĕш вырăнта, Раççейĕпе 17-мĕш вырăн йышăнать. 2013 çул юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне оперативлă кăтартусем тăрăх, республикăн бюджетне тупăшсемпе пăхсан пурĕ 26312,7 млн тенкĕ (74,9 % çулталăк планĕпе пăхса хăварнинчен), пĕлтĕрхи кăтартуран 5,3%,  чухлĕ пысăкрах,  вĕсен шутĕнче харпăр хăй тупăшĕн калăпăшĕ 14573,4 млн тенкĕ, 8 % чухлĕ ӳснĕ. Чăваш Республикин республика бюджечĕн тăкакĕ 2013 çул юпа уйăхĕн 1-мĕш тĕлне 24174,9 млн тенкĕпе танлашнă (61,5 % çулталăкри планпа пăхса хăварнинчен). Чăваш Республикин патшалăх умĕнчи парăм çулталăк пуçланнăранпа  10208,6 млн тенкĕрен   2675,8 млн тенкĕне çити чакнă. (26,2 %), юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне  7532,8 млн тенкĕпе танлашнă. Тĕплĕнрех



04 октября 2013
17:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter