Михаил Игнатьев: «Спорт – эрех-сăрапа, наркотикпа тата ытти обществăлла ырă мар пулăмсемпе эффективлă кĕрешмелли хатĕр»

Юпа уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕрпӳ хулинче  бокс енĕпе Раççейри хуласем хушшинчи VII-мĕш турнира уçнă çĕре хутшăннă. Мероприятие Михаил Егорович Краснова - вăрçă, спорт тата ĕç ветеранне асăнса сума сунса ирттернĕ. Пухăннă спортсменсемпе курма пынă çынсем умĕнче тухса калаçнă май, республика Пуçлăхĕ  Михаил Игнатьев сывă пурнăç йĕркине тытса пырса аталантарасси - патшалăхăн политики пулнине палăртнă. «Эрех-сăра, наркăмăшлă япаласемпе усă курассинчен хăтарасси, чи эффективлă ĕç - спортпа туслашни», - тесе палăртнă Михаил Игнатьев. Чăваш Ен сахал мар палăртнă спорт енĕпе тĕнче чемпионĕсене çитĕнтернине асăннă. Çамрăк ăру тата та çĕнĕ ӳсĕмсем илсе килме пултарассине шанса каланă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев физкультурăпа спорт ĕçĕнче ĕçлесе çитĕнӳсем туса пынишĕн ДЮСШ «ФСК «АСАМАТ» АУ ДОДăн тренер-преподавательне Николай Ремеслова Тав çырăвне парса чыс тунă. Çавăн пекех Чăваш Республикин бокс Федерацийĕн президенчĕн советникне (канашçине) Михаил Краснова та саламланă. Турнир юпа уйăхĕн 3-мĕшпе 5-мĕш кунĕсенче иртет. Палăртнă тăрăх, ăмăртусенче 160 спортсмен хутшăнма кăмăл тунă. Вĕсем: Чăваш Республикинчен, Мордва Республикинчен, Тутарстан Республикинчен, Пушкăртстан Республикинчен, Марий Эл Республикинчен, Ульяновск тата Чулхула облаçĕсенчен. Хутшăнакансем 23 комплект медальшĕн кĕрешĕç, вĕсенчен 21-шĕ арçынсен, 2-шĕ хĕрарăмсен пулĕç. Ăмăртусенче мала тухнисем медальсене, дипломсене асăнмаллăх парнесене тивĕçĕç. Тĕплĕнрех



04 октября 2013
08:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter