Михаил Игнатьев «Пĕрлĕхлĕ Раççей» XIV Съезд ĕçне хутшăннă

 Юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Пĕтĕм тĕнчери политика партийĕн XIV Съездне хутшăннă. Политика доклачĕпе Партийĕн председателĕ, Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ  Дмитрий Медведев калаçнă. Съездра пăхса тухакан ыйтусене партийĕн членĕсем тăратнă. «Ыйтусем çавăн пекех философиллĕ мар,  куллен тĕл пулаканнисем, нумайĕшĕ пирĕн çĕр-шыв çыннисене кайса тивекенисем. Кунта паян пур регионсенчен те тĕрлĕ профессиĕн представителĕсем пухăннă. Çапах та пурсăмăра та пĕрле çыхăнтараканни вăл – çынсем пирĕн ума мĕнлерех ыйтусем тăратнине пĕлни», - тесе çирĕппĕн палăртнă «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партийĕн председателĕ. Съезд нумаях пулмасть иртнĕ суйлав компани хыççăн тӳрех иртни, суйлавçăсем умĕнче партийĕн чысĕ, хисепĕ пысăк пулнине асăннă.  Съездра «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Генеральнăй канашĕн ушкăнне çĕнетнĕ, халĕ вăл 170 çынран тăрать. Унсăр пуçне Съездра партийĕн Уставне çĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварнă. Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Михаил Игнатьев «Пĕрлĕхлĕ Раççей» халăхăн партийĕ пулнине каланă. Парти чăнласах та халăх ырлăхĕшĕн ырми-канми ĕçленине, хăй палăртнине яланах пурнăçласа пынине,  пĕтĕм Раççей тата Чăваш Еншĕн пысăк хисепе тивĕçнине,  пĕлтерĕшлĕ парти пулнине асăннă. Юпа уйăхĕн 3-5-мĕш кунĕсенче иртнĕ Съездра Чăваш Республикинчен сумлă делегаци кайнă. Вĕăсем: Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партийĕн регионти уйрăмĕн Секретарĕ Николай Малов, 40№-лĕ «Фармация» ГУП аптекăн директорĕ Роза Молодова, Улатăр район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Нина Шпилева, Коммуналлă  энергетиксен сечĕн администраторĕ Александр Варенов, «Промтрактор» ОАО ПУ станоксемпе ĕçлекенĕ Владимир Романов. Пĕтĕмпе партийĕн форумне 1700 яхăн делегатсемпе хăнасем пухăннă. Çавăн пекех Съездра хуласен мэрĕсем, регионсен пуçлăхĕсем, фракцисен ертӳçисем, Патшалăх Думи тата Федераци Канашĕн членĕсем, Раççейри тата ют çĕр-шывран килнĕ массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем пуçтарăннă. Тĕплĕнрех 

 



07 октября 2013
08:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter