Экологи субботникĕ

Шăмăршăри тата Палтиелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсенче вĕренекенсем, Пĕтĕм Раççейри «Пурте пĕрле тирпейлер» акцие активлă хутшăнчĕç.

Вĕсем Шăмăршăри тата Палтиелĕнчи участок лесничествисен ĕçченĕсемпе пĕрле вăрман çулĕсен хĕрринчи тата уçланкăсенчи пластик савăтсене, хут курупкăсене, ытти çÿп-çапа пуçтарса тухрĕç. Экологи субботникĕсем вăхăтĕнче асăннă ялсен йĕри-таврашне те тасатса тирпейлерĕç.

Хамăрăн тăван тавралăха яланах тасалăхра тытасчĕ, тĕрлĕ ăпăр-тапăра пăрахса ăна варалас марччĕ. Вăрмансем, ялсем пире хăйсен илемĕпе, тирпейлĕхĕпе савăнтарса тăччăр.

В.ХОРЬКОВА.



07 октября 2013
15:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter