Шăмăршă районĕ: тивĕçлĕ ăру çитĕнтĕр

Пирĕн районта шкул çулне çитмен ачасене адеквативлă пĕлÿ парасси йăлана кĕнĕ. Çакă ачасене ăс-тăн енчен пуçласа аталантарма лайăх пулăшать.

Ку ĕçе район администрацийĕпе вĕренÿ тата çамрăксен политикин пайĕ йĕркелесе пыраççĕ.

Ачасене шкула каяс умĕнхи тапхăрта пĕлÿ парас тĕлĕшпе халĕ сакăр муниципаллă учреждени, икĕ пуçламăш шкул-ача сачĕ ĕçлеççĕ. Вĕсенче 650 ача малтанхи пĕлÿ, хăнăху илет.

Районта «Шкула каяс умĕнхи малтанхи пĕлÿ парасси» хушма программа та ăнăçлă ĕçлет. Çакă пепкесен ашшĕ-амăшĕсене сахал мар çăмăллăх парать. Ку тĕлĕшпе ятарлă стандарт та пур. Сăмахран, 3,5-7 çулсенчи ачасен ашшĕ-амăшĕсене çак çăмăллăхпа пĕтĕмпех тивĕçтернĕ.

Ачасене шкул çулне çитмен тапхăрта пĕлÿ паракан учрежденисенче пулнăшăн ашшĕ-амăшĕсемшĕн хăш-пĕр çăмăллăхсем те пур. Кун пек чухне çемьере миçе ача пулнине шута илеççĕ.

Шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсенче ачасен хушшинчи çыхăнăва хутшăнусене кура йĕркелеççĕ. Хăш-пĕр ачапа уйрăммăн та ĕçлеме тивет.

И.ВЯЧЕСЛАВОВА.



07 октября 2013
15:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter