Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе видеоканашлу ирттернĕ

 Юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри хуласемпе районсен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе видеоканашлу ирттернĕ.  Канашлура хутса ăшăтмалли тапхăрăн ĕçĕ-хĕлне, газшăн тӳлессин ыйтăвĕсене, ял хуçалăх ĕçĕсемпе çыхăннă самантсем çинчен чарăнса тăнă.  Хутса ăшăтмалли тапхăрăн ĕçĕ-хĕлĕсемпе Шупашкар, Патăрьел, Элĕк, Хĕрлĕ Чутай район администрацийĕсен пуçлăхĕсем паллаштарнă. Ăшăпа тивĕçтерменнин сăлтавĕсем хваттерсене харпăр хăй хутса ăшăтмалли системăсене çĕнĕрен куçарни пулнине асăннă. Михаил Игнатьев ĕçсене пурнăçланин кăтартăвĕсемпе кăмăллах пулман. Палăртнă ĕçсене пурнăçлама çу уйăхĕнчех тытăнмалла пулнă. Михаил Игнатьев администрацисен пуçлăхĕсене хваттерсене  ăшă парассипе çыхăннă кăлтăксенчен çийĕнчех хăтăлма кирлине асăрхаттарса хăварнă. Республика Пуçлăхĕ уйрăмах кашни çулах Çĕмĕрле хулинче парăмсен хисепĕ ӳссех пыни пăшăрхантарнине палăртнă, вĕсемшĕн республикăн хăйĕн тăкакланма лекнĕ. «Сирĕн ушкăнри çынсем кирлĕ пек яваплăха туйса ĕçлесе пымаççĕ. Ку тĕслĕх ĕçри пысăк çитменлĕх – кун пек еçе йĕркелесе ертсе пыма юрамасть», - тесе çирĕппĕн асăрхаттарнă Михаил Игнатьев Сергей Новичкова хула администрацийĕн пуçлăхне.  Пуринчен те лайăх ĕçе ку енĕпе Шупашкарта йĕркеленине палăпртнă. Социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсенче пур çĕрте те ăшă вăхăтра çитнĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов юпа уйăхĕн тĕлне республикăра çĕр улмине 7,35 пин га çинчен пуçтарса илнине каланă. Кану кунĕсенче çĕр улмине пухса кĕртес ĕç вăйлăрах пурнăçланнине асăннă. Çĕр улмине пĕтĕмпех Пăрачкав районĕнче пухса кĕртнĕ. Кĕç-вĕç  ĕçе вĕçлес пек Йĕпреçсем, Шăмăршăсем, Елчĕксем.  Пухса илмелли чи пысăк лаптăксем Патăрьелпе Каçал ен районĕсенче.  Пахча-çимĕçсе 319 га çинчен пуçтарса илнĕ. (палăртнинчен 64%).  Хăмлана та пĕтĕмпех пуçтарса тирпейленĕ. Министр çавăн пекех чăх-чĕп тата сысна аш-какайĕсемпе, çăмарта илессипе тимлекен хуçалăхсене республика бюджетĕнчен тăкаксене саплаштарма субсиди выльăх апачĕсене туянма 105 млн. тенкĕ пурĕ уйăрнине палăртнă. Кĕрхи культурăсене 71 пин га çинче акса хăварнă. Ку енĕпе палăртнă плана Ельчĕксем лайăх пурнăçланă,  90% яхăн Йĕпреçсемпе Каçал ен районĕсем. «Акассипе çулсеренех Ельчĕксем малтисен ретĕнче, планпа пăхса хăварнине туллин пурнăçлаççĕ. Çав вăхăтрах пур çавăн пек районсем, ăçта çуррине те ĕçе пурнăçлайман», - тесе çирĕппĕн асăрхаттарнă Михаил Игнатьев. Вăл çĕр улмине пуçтарса кĕртме мĕн-пур техникăсемпе усă курмаллине, май пулмасан алпа та кăлармаллине, çутăсене вырнаçтарса каç кӳлĕм те ĕçлемеллине асăннă. Ку эрне хушшинче мĕн пур пурлăха пĕтĕмпех пухса кĕртме хушнă. Тата çитменнине калас пулсан паян çĕр улмин хакĕ те лайăх, уйранах 1 кг. çĕр улмине  15 тенкĕпе туянаççĕ. Михаил Игнатьев паян республикăра сĕт хакĕ ӳсни çинчен халăха тăтăшах пĕлтермеллине, пĕр литр сĕт хакĕ 20-21 тенкĕпе танлашнине асăннă. Пур çавăн пек районсем ăçта сĕте 15 тенкĕпех сутма хăяççĕ. Кунта халăх паллах кирлĕ пек хыпарсене вăхăтра пĕлсе тăманран кăлтăксем пулнине палăртнă республика Пуçлăхĕ. Тĕплĕнрех



07 октября 2013
16:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter