Полици тата ачасем

Сентябрĕн 23-мĕшĕнче «Полици тата ачасем» акцин иккĕмĕш тапхăрĕ пуçланчĕ. Вăл октябрĕн 23-мĕшĕччен пырать.

Çак акци тапхăрĕнче муниципалитетăн районсем хушшинчи полицин «Батыревский» пайĕн Шăмăршă районĕнчи уйрăмĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекцийĕн тата полицин участоксенчи уполномоченнăйĕсен службин сотрудникĕсем районти профилактика субъекчĕсемпе пĕрле шкулсене çитсе право темипе калаçусем ирттереççĕ, ачасене преступленисем тăвасран, административлă йĕркене пăсасран асăрхаттараççĕ. Рейдсем вăхăтĕнче профилактика ушкăнĕсем пĕрлех ашшĕ-амăшĕ хăйсен ачисене тивĕçлĕ тимлĕх уйăрман çемьесене те çитсе кураççĕ. Вĕсем ачасем мĕнлерех условисенче пурăннипе кăсăкланаççĕ, çитменлĕхсене асăрхасан ашшĕ-амăшне асăрхаттараççĕ е район администрацийĕнчи çул çитменнисемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комисси ларăвне чĕнтерсе калаçаççĕ, ăнлантараççĕ.

Пĕрлех ашшĕ-амăшне хăш-пĕр сĕнÿ те парса хăварас килет. Ачасем халĕ куллен шкула çÿреме, пĕлĕве малалла туптама пуçларĕç. Вĕсем шкулта мĕнлерех вĕреннине, хăйсене еплерех тыткаланине тĕрĕслесех тăмалла. Çак тĕллевпе ашшĕ-амăшĕн пухăвне çÿремелле, ачан класс руководителĕпе тĕл пулса калаçмалла.

Ачасем шкул хыççăн хăйсен вăхăтне мĕнлерех ирттернине тĕрĕслесе тăрассине те куçран вĕçертмелле мар. Урамра уçăлса çÿренĕ хыççăн вĕсем шкултан килте тума парса янă заданисене пурнăçлаччăр. Кирлĕ пулсан, вĕсене пулăшмалла та. Пĕрлех килти хуçалăхри ĕçсене те явăçтармалла. Вĕренÿпе кану тата ĕç яланах пĕрле, юнашар пыччăр.

Ача килтен тухса кайнă чухне ăна киле вăхăтра таврăнмалли пирки те аса илтермелле. Унăн юлташĕсем камсем пулнипе тата пушă вăхăта еплерех ирттернипе те кăсăкланмалла. Шанчăксăр юлташĕсенчен пăрма тăрăшмалла. Вĕсем ырра вĕрентес çук.

Ача çĕрлене юлса таврăнни ашшĕ-амăшĕн хăйне евĕр сигнал пулмалла. Унран эрех-сăра е табак шăрши кĕмест-и; Ырă мар енсем палăрсанах чи çирĕп мерăсем йышăнмалла, унсăрăн вĕсем яланхи йăлана кĕрсе кайма пултараççĕ. Çамрăк организм эрех-сăрана е сигарета хăвăрт хăнăхса кайма пултарнине манма юрамасть.

Пĕтĕмлетсе каласан, ача яланах ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕнче пултăр.

Н.МАЗЯКОВА,полици уйрăмĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекторĕ. (Шăмăршă районĕ)



07 октября 2013
15:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter