Шăмăршă районĕ: интереслĕ экскурси

Шкул пурнăçĕ тĕрлĕ экускурсисемпе, çул çÿревсемпе илĕртÿллĕ.Кивĕ Чукал шкулĕн 8-мĕш класĕнче вĕренекенсем, «Шкул – Шĕвĕр тÿпе» çул çÿрев ирттертĕмĕр.

Таврари чи çÿллĕ вырăн патне каякан праçакпа утса кĕркуннен илемĕпе килентĕмĕр. Çул хĕррипе ÿсекен шурă хыр кăмписене, илемлĕ çулçăсене шкулта иртекен Кĕрхи уяв валли татса кутамккасене хутăмăр, тĕл пулакан тĕрлĕ вырăнсен пĕлтерĕшĕсемпе паллашрăмăр.

2012 çулта Шĕвĕр тÿпе текен вырăнта строительствăра усă куракан трепел текен тăм кăлармалли карьер уçнă-мĕн. Хальлĕхе унта ĕç чарăннă, хĕлле каллех сăрă тăма кăларса машинăсем кирпĕч завочĕсене ăсатĕç. Эпир купаланса выртакан трепелпа интереслентĕмĕр, тĕлĕнмелле пÿрне евĕр чул таткисем тупрăмăр, мĕнне пĕлеймерĕмĕр. Малеева Галинăн аслашшĕ «качу-мăчу чулĕ» тесе ăнлантарнă, имĕш. Ĕлĕкхи вăхăтра çак «чулăн» хăйăрне каснă сурансем çине сапма усă курнă.

Çÿллĕ вырăнта вышка ларать, унтан 6 яла сăнама пулать. Хăпарса пăхмасăр чăтаймарăмăр, çÿлтен тăван тавралăхпа килентĕмĕр.

Çул çÿрев кăвайт апачĕсĕр иртмерĕ, кустаркка çĕр улми çисе савăнтăмăр. Çанталăкĕ те пире уяр, хĕвеллĕ кун парнелерĕ. Кăмăлăмăрсем тулчĕç. Хĕллехи кунсенче карьерта ĕç тытăнсан тепре кайса курма калаçса татăлтăмăр.



07 октября 2013
15:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter