Кун йĕркинче актуаллă ыйтусем

 Юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ. Чăваш Республикин строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Олег Марков  республикăра 2013/2014 çулсенчи хутса ăшăтмалли тапхăрĕн ĕç кăтартăвĕсем çинчен тĕплĕн чарăнса тăнă. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхри объектсенче кĕркуннепе хĕлле вăхăтĕнчи хутса ăшăтмалли ĕçсене палăртнă тĕле пĕтĕмпех хатĕрлесе çитернине асăннă. Урамри çанталăк +8оС  сахалрах пулсан вырăнти хăй тытăмлăх влаç органĕсенче авăн уйăхĕн вĕçĕ тĕлне хутса ăшăтмаллин тапхăрне пуçлама сĕннĕ пулнă. Паянхи куна нумай хваттерлĕ çуртсене 99% çити ăшăпа тивĕçтернĕ, шкулсенче 99,3%, ача сачĕсенче 99,5%, сывлăх сыхлавĕн объекчĕсенче 99,2%. Халлĕхе хутса ăшăтмаллин тĕп системипе 63 нумай хваттерлĕ çурта сыпăнтарман, вĕсенче 5312 çын пурăнать. Патăрьел салинче виçĕ нумай хваттерлĕ çурта ăшăпа çыхăнтарман, вĕсенче 192 çын пурăнать, Ишлейра 7 нумай хваттерлĕ çурта ăшăпа тивĕçтермен, вĕсенче 1048 çын пурăнать, çавăн пекех шкулта тата ача садĕнче - вĕсенче юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Çут çанталăк газĕшĕн парăм ӳснине кура,  Шупашкар районĕнчи Атлашра 51 нумай хваттерлĕ çурт ăшăсăр тăрса юлнă, вĕсенче 3000 çын пурăнать, çавăн пекех пĕр шкулпа ача сачĕ тата пĕр больница. Хутса ăшăтмалли тапхăр вĕçленнĕ хыççăн 2012/2013 çулсенчи муниципаллă пĕрлешӳсемпе ЖКХ организацисен парăмĕ газшăн 2,3 хут пĕчĕкленнĕ, 2013 çул юпа уйăхĕн 2-мĕшĕ тĕлне 236 млн тенкĕпе танлашать, вĕсенчен 187 млн. тенки муниципалитетсен, 49 млн тенки харпăр хăй ĕçĕсемшĕн парăм пуçтарăннă. Çут çанталăк газĕшĕн парăмсем Каçал Ен, Муркаш, Шăмăршă, Ельчĕк районĕсен тата Шупашкар хулин çук. Парăмсем чи нумаййи - Улатăрсен (27 млн тенкĕ), Канаш (25 млн тенкĕ), Çĕмĕрле хулин (55 млн тенкĕ). Шупашкарти межрегионгаз Газпром ОООпа республикăри 19 администрацисемпе муниципалитетри ĕçсемшĕн газ парăмĕсене татса памалли  йĕркин графикне 2013 çул çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне çĕнĕрен çирĕплетнĕ пулнă. Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар администрацийĕсен пуçлăхĕсем Александр Сироткин тата Алексей Ладыков паянхи куна пур нумай хваттерлĕ çуртсенче те ăшă пуррине асăннă. Хальхи вăхăтра хăш-пĕр хваттерсенче ăшă системине лайăхлатас ĕç пырать. Çĕнĕ Шупашкарта заявкăсене пăхса тухнă хыççăн 100 стоякра ăшă тытманнине палăртнă. Шупашкарта ăшăпа тивĕçтерес ĕçе виçĕ кунта йĕркелесе  вăя кĕртме май килнĕ. Паянхи кун тĕлне заявкăсене тĕрĕсленĕ хыççăн 3 стоякра ăшă пыманнине палăртнă. Михаил Игнатьев Шупашкарта ытти муниципалитетсемпе танлаштарсан чи лайăх хĕллене хатĕрленнине асăннă. Калас пулсан кунта пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх объекчĕсем те чи нумаййи. Республика Пуçлăхĕ Александр Сироткина Çĕнĕ Шупашкарти çуртсене ăшăпа тивĕçтерессин ыйтăвĕсене çийĕнчех татса пама хушса хăварă.   Чăваш Республикин патшалăх çур-йĕрсен тĕп инспекторĕ Иван Никитин прокуратура ĕçченĕсемпе 228  тĕрĕслев ĕçĕсене йĕркелесе ирттернине асăннă, 1005 йĕркене пăснă тĕслĕхсене тупнă, ăна май 62 должноçре тăракан тата 28 хăй халлĕн ĕçлекен организацисен ертӳçисене явап тыттарнине каланă, пурĕ 1,5 млн. тенкĕллĕх штраф шыраса илнине асăннă.  Михаил Игнатьев уйрăмах должноçри çынсене çирĕп явап тыттармаллине, хăйсене шанса панă ĕçсене тӳрĕ кăмăлпа пурнăçламаннишĕн ытларах тĕрĕслесе тăмаллине асăрхаттарнă.  Вăл çавăн пекех хваттерсенче пурăнакансемпе те ăнлантару ĕçĕсене час-часах йĕркелесе ирттермеллине палăртнă. «Енчен те управляющий компанисем хăйсене шанса панă ĕçсене тӳрĕ кăмăлпа пурнăçламаççĕ пулсан, вĕсенчен хăпма тăрăшмалла.  Ку ĕçе хваттерсенче пурăнакансен хăйсен çирĕп тĕрĕслесе тăмалла. Вĕсенчен пĕтĕмпех ĕçе лайăх йĕркелесе пырасси килет. Унсăрăн кăлтăксем тăвасси куç кĕретех ӳссе пырĕç», - тесе палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Республика Пуçлăхĕ ăшăпа тивĕçтернин кăтартăвĕсемпе ир те каç та хăйне пĕлтерсех тăмаллине асăрхаттарнă.  Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен çут çанталăк  газĕшĕн парăмсене вăхăтра тӳлессин кăтартăвĕпе Раççейре 8 чи лайăх регионсен шутне кĕнине палăртнă. Кун çинчен Сочире иртнĕ инвестици форумĕнче   «Газпром» ОАО правленийĕн председателĕ те çакнах каланă пулнă. Шупашкара, Çĕнĕ Шупашкара тата Атăл леш енне газпа тивĕçтерес ĕç Газпромăн инвестици программипе килĕшӳллĕн пурнăçланнине палăртнă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану мнистрĕ Алла Самойлова республикăра уйрăм категорире тăракан  аслă çынсене диспансеризаци кăларнин ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Министр палăртнă тăрăх диспансеризаци тухнă хыççăн 23 % кая мар аслă çынсене сиплев учрежденийĕсене вырнаçтарма май килнине палăртнă. Кун пек ĕçсем йĕкелесе ирттерни чире шала каясинчен çеç мар, чир  ытларах та вăй илессинчен  пăрать. 2013 çулта диспансеризацилеме 231475  çынна шута илнĕ. 2013 çул юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 170485 çынна  диспансеризаци кăларнă. (Планпа пăхса хăварнинчен 73,7%). Палăртнă ĕçе сывлăх сыхравĕн учрежденийĕсенче, ĕç вырăнăсенче те йĕркелесе ирттернĕ. Диспансеризаци кăларнă хыççăн, пуласа 3037 пациентăн вăраха кайнă чирĕсене тупса палăртма май килнине асăнса хăварнă. Халăхсенчен ыйтса пĕлнĕ тăрăх, вĕсенчен 98% диспансеризаци тухни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулни çинчен пĕлтернĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ те çак шухăшпа килĕшсе  çынсене тĕрĕслени пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. «Кашни çыннăн, çемьен диспансеризаци тухма тăрăшмалла, енчен те чире вăраха ярас мар тесессĕн, паллах чирĕ пур пулсан», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Алла Самойлова  Пĕтĕм тĕнчипех иртнĕ Ватăсен кунне халалласа ирттернĕ мероприятисем çинчен чарăнса тăнă. Ку хутĕнче мероприятисене авăн уйăхĕн 26-мшĕнчен пуçласа юпа уйăхĕн 6-мĕшĕччен йĕркелесе ирттернĕ. Республикăра 270 пин ватă пурăнать, вĕсенчен 80% тĕрлĕ шайри федераллă тата республикă бюджетĕнчен çăмăллăхсеме усă курать. Асăннă тапхăрта тĕрлĕ акцисемпе культура мероприятийĕсем ирттернĕ. Вăрçă ветеранĕсене 55-не Раççей Федерацийĕн Президенчĕн В.В. Путинăн салам çырăвĕсене илсе çитерсе панă. Тĕрлĕ тĕл пулусенче ветерансем ытларах пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕсемпе усă курнишĕн хаксемпе кăсăкланнă, çулсене юсав ĕçĕсене тăвассин ыйтăвĕсем çинчен, çуртсен тăррисене витесси, бюджет тытăмĕнче вăй хуракансен ĕç укçин шайĕ ӳсни пирки ыйса пĕлме тăрăшнă.  Ветерансен ыйтăвĕсене тивĕçлĕ хурасем пама тăрăшнă. Чăваш Енри черезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн Председателĕ  Вениамин Петров юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчипе гражданла оборона тата черезвычайлă лару-тăруран асăрханас тĕлĕшпе ятарласа ирттернĕ вĕрентӳ тапхăрĕсен ĕçĕсем çинчен тĕплĕн чарăнск тăнă. Асăннă мероприятие кирлĕ пек йĕркелесе ирттерни çинчен пĕлтернĕ. Ĕçе пур районсемпе хуласенче, республикăри министерствăсемпе ытти тытăмсенче палăртнă тĕллевсене кирлĕ пек пурнăçланине каланă.

.



07 октября 2013
14:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter