Елена Муратовăна шанатпăр

РФ Олимп комитечĕ Сочири Олимп вăййисене хутшăнма пултаракан спортсменсен йышне палăртнă. Унта - 530 ят, вĕсен йышĕнче Чăваш Енри чи пултаруллă йĕлтĕрçĕ /могул/ Елена Муратова та пур.

Тĕнчери чи пысăк ăмăрту лапамне кам-кам тухасси çĕнĕ сезон пуçламăшĕнче паллă пулĕ. Нумаях пулмасть пулас олимпçăсем Чилири Вальде-Невадо хулинчен сбортан таврăннă. Кăшт каннă хыççăн вĕсене каллех сăрт-ту кĕтет, ку хутĕнче тренировкăсем Сочире пулĕç. Унтан хĕрÿ вăхăт пуçланатьS пирвайхи старт - Тĕнче Кубокĕн пĕрремĕш тапхăрĕ. Ăмăрту раштав уйăхĕн 13-14-мĕшĕсенче Финляндири Рук хулинче иртĕ.

Паллах, Олимп вăййисене хутшăнас тĕллевпе вĕсем вăй-халне шеллемесĕр ăмăртĕç. Чăваш Ен спортсменкин те унта лекме шанăç пур.

 Чăваш Ен чысне Хĕллехи Олимп вăййисенче хÿтĕленĕ пĕр çынна кăна пĕлетпĕр. Вăл - СССР спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ, тĕнче чемпионĕ Владимир Воронков. 1972 çулта вăл йĕлтĕрçĕсен эстафетинче тупăшса Олимп чемпионĕн ятне тивĕçнĕ. Çав тапхăртанпа республикăри спортсменсенчен никам та пьедестал çине хăпарайман, ăмăртăва та хутшăнакан тупăнман. Çапах та тепĕр спортсменăн ятне каласа хăвармаллах - Лилия Ефремова биатлонçă. Шупашкарта çуралса ÿснĕскер хулари спорт шкулĕнче ăсталăха туптанă, Олимп резервĕсен училищинче тата Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче вĕреннĕ. Чăваш Ен чемпионки, çĕр-шыв тата тĕнче ăмăртăвĕсен çĕнтерÿçи, Европа чемпионачĕн кĕмĕл призерĕ 2006 çулта Туринра иртнĕ Олимпиадăра Украина командин йышĕнче бронза медаль çĕнсе илнĕ.(А.Михайлов)

  



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
07 октября 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter