Чăваш Ен Пуçлăхĕ граждан оборонине йĕркеленĕренпе 81 çул çитĕ ятпа МЧС ĕçченĕсене саламланă

Юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев граждан оборонине йĕркелесе янăранпа 81 çул çитнĕ ятпа  МЧСăн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн ĕçченĕсене саламланă.   Торжествăлла мероприятире пухăннă ĕçчешĕсене саламлама Чăваш Республикин гражданла хӳтĕлев ĕçĕсемпе вышкайсăр лару-тăрăвăн тата çутçанталăк инкекĕсен сиенне пĕтерес ĕçĕн тĕп управленийĕн пуçлăхĕ, генерал-майорĕ Станислав Антонов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн социаллă политикăпа тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитетăн председателĕ Петр Краснов хутшăннă.  Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче патшалăх влаç органĕсен пирвайхи тĕллевĕ халăха сыхласси пулнине палăртнă. Вăл Чăваш Республикин гражданла хӳтĕлев ĕçĕсемпе вышкайсăр лару-тăрăвăн тата çутçанталăк инкекĕсен сиенне пĕтерес ĕçĕн тĕп управленийĕн ĕçченĕсем ăнсăртран сиксе тухаканы инкексене сирсе ярассипе тата çынсен пурнăçне çăлса хăварас тесе яланах вăхăтра тĕрĕс йышăнусем тума пĕлнине палăртнă. Калăпăр, типĕ çанталăка пула, 2010 çулта пушарсем тухнă вăхăтра МЧС ăнланса тимлĕ ĕçленине кура, çынсене шар курассинчен çăлса хăварма май килнĕ. «Нихăçан та çынсене  инкекпе куçа-куçăн пăрахса хăварман. Чăваш Енре пурăнакансем пĕлсех тăраççĕ, вĕсем патшалăхăн сыхлавĕнче пулнине», - тесе каланă республика Пуçлăхĕ. Вăл çавăн пекех Чăваш Енĕн çăлавçисем час-часах ытти регионти инкексене те сирсе яма пулăшнине асăнса хăварнă. Михил Игнатьев служба тивĕçне пысăк шайра пурнăçласа пынишĕн Чăваш Республикин гражданла хӳтĕлев ĕçĕсемпе вышкайсăр лару-тăрăвăн тата çутçанталăк инкекĕсен сиенне пĕтерес ĕçĕн тĕп управленийĕн кризисла лару-тăру енĕпе ĕçлекен центрĕн опреративлă служба пайĕн оперативлă дежурнăйне  Андрей Деревенскийне тав çырăвне парса хисеп тунă. Çавăн пекех 17№-лĕ пушар пайĕн пушар машинисемпе ĕçлеме вĕрентекен аслă инспекторне, Чăваш Республикинчи пушара хирĕç кĕрешекен службăн водительне, шалти службăн прпорщикне Александр Китова тата 5№-лĕ пушар пайĕн водительне, шалти службăн аслă сержантне Алексей Николаева та хисеп хутне парса хавхалантарнă. Хăйсен пурнăçне шеллемесĕр пушарта çынсене тата вĕсен пурлăхне çăлса хăварассишĕн паттăрла ĕçсем тунă Чăваш Енри ГКЧС водительне Владимир Кольцова Раççей МЧС медалĕпе наградăланă. Мероприятире ытти сумлă ĕçченсем те пысăк  хисепсене тивĕçнĕ. Инçет Хĕвел тухăç федераллă округĕнче инекеке лкнисен пурнăçне тата пурлăхне  çăлса хăварассинче пысăк ĕçсем тума пулăшнă Михаил Мамутина тата Юрий Каргина Раççей МЧС медалĕпе чысланă.  Уяв ячĕпе Чăваш Республикинчи ФПС 1-мĕш отрядчĕн ĕçченĕ, шалти службăн майорĕ Светлана Захарова Чăваш Республикин гражданла хӳтĕлев ĕçĕсемпе вышкайсăр лару-тăрăвăн тата çутçанталăк инкекĕсен сиенне пĕтерес ĕçĕн тĕп управленийĕн музейне хăйĕн ылтăн медалĕсене асăнмаллăх парне вырăнне хăварнă. Медальсене вăл Пĕтĕм тĕнчере тата Европăра полицейскисемпе пожарнăйсем хушшинче çăмăл атлетика вăййисенче çĕнсе илнĕ пулнă. Тĕплĕнрех



08 октября 2013
09:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter