Çĕр улми кăларма - нимене!

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство çуртĕнче республикăри муниципалитет йĕркеленĕвĕсен тата хула округĕсен администраци пуçлăхĕсемпе видеоконференци ирттерчĕ. Калаçу нумай хваттерлĕ çуртсене ăшă парасси тата çĕр улми кăларса пĕтересси тавра йĕркеленчĕ.

Сывлăшри вăтам температура 5 кун хушши 8 градусран пĕчĕкрех пулсан 6-мĕш куннех çуртсене ăшăпа тивĕçтермелле. Иртнĕ уйăх вĕçĕнче çанталăк нуль градуса çывăхах сивĕтрĕ. Республикăра хутса ăшăтмалли сезон пуçланчĕ. Михаил Васильевич тĕп хула администрацине мухтаса илчĕ. «Шупашкар пысăк пулсан та палăртнă тĕллеве йăлтах пурнăçланă», - терĕ.

ЧР строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн Олег Марковăн докладĕнче ытти муниципалитет сезона йăлтах хатĕр марри палăрчĕ. Çуртсене хутса ăшăтма Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар тата Канашпа Муркаш районĕсем маларах тытăннă пулсан та, тĕп хуласăр пуçне, ыттисенче халăх халĕ те сивĕ çуртсенче пурăнать. Паянхи куна плана 99% тултарнă. Юпа уйăхĕн 7-10-мĕшĕсенче - Элĕк, Муркаш, Сĕнтĕрвăрри районĕсенче, Çĕнĕ Шупашкарпа Çĕмĕрлере, юпан 20-мĕшĕччен Канашра 100 проценчĕпех ăшă памалла.

Чылай çĕрте вĕренÿ, шкул çулне çитменнисен тата медицина учрежденийĕсене ку таранчченех ăшă паманни тĕлĕнтерет. Муркаш тăрăхĕнче - пĕр шкула, Сĕнтĕрвăрри районĕнче ача садне ăшăпа тивĕçтермен. Тĕп сăлтавсенчен пĕри - усă курнă çут çанталăк газĕшĕн тÿлевпе вăхăтра татăлманни.

Газпром çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче 19 муниципалитета укçа тÿлеме çĕнĕ график туса панă. Парăм Улатăр, Канаш, Çĕмĕрле хулисен, Вăрнар, Йĕпреç, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Вăрмар, Çĕрпÿ, Шупашкар тата Çĕмĕрле районĕсен пысăк.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов республикăра ял хуçалăх ĕçĕ юпа уйăхĕн 7-мĕшĕ тĕлне хăш шая çитнипе паллаштарчĕ. Кăçал кĕркунне хресчене йывăр килнине пурте пĕлетпĕр. Вăраха кайнă çумăр ăна питĕ чăрмантарчĕ. «Юпан 2-мĕшĕнче çумăр чарăнчĕ, тăпра кăштах кушăхрĕ. Уйрăмах иртнĕ кану кунĕсенче çĕр улми кăларасси çĕнĕрен вăй илчĕ, - терĕ Сергей Владимирович. - Малашне çанталăк епле пуласса никам та татса калаймасть. Уяр кунсенче ĕçе май пур таран хăвăртлатмалла».

Специалистсем «иккĕмĕш çăкăр» тупăш панине çирĕплетеççĕ. Кăçал унăн хакĕ хăпарнă /çĕр улми Инçет Хĕвел тухăçĕнче шыв илнипе шар курнă регионсене уйрăмах кирлĕ/. Апла пулсан хăйĕн хакне саплаштарать çеç мар, тупăш та парать.

Михаил Игнатьев район администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе телекĕпер урлă калаçнă май: «Ан хытăр, укçăра ан хĕрхенĕр, халăха ĕçленĕшĕн лайăх тÿлĕр», - терĕ.

Хальлĕхе республикăра 7350 гектар çинчен /69,5%/ «иккĕмĕш çăкăр» кăларнă. Пăрачкав районĕ ĕçе вĕçленĕ, çывăх кунсенче Йĕпреç, Шăмăршă, Елчĕк, ытти тăрăхăн уйĕсенче те çĕр улми кăларса пĕтереççĕ. Красноармейскисемпе /42%/ Муркашсем /51,9%/ вара кая юлнă.

Хуçалăхсен 60 проценчĕ уйри тĕп ĕçрен пушаннă та кÿршисене техникăпа пулăшать. Ниме меслечĕ кăçал питех те вырăнлă. (Валентин Григорьев).

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
08 октября 2013
09:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter