Атте-анне пек хаклă

Манăн пĕрремĕш юратнă учителĕм Антонина Яковлевна Афанасьева авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче 85 çул тултарчĕ. Мухтав Турра ăна çавăн пек вăрăм ĕмĕр панăшăн. Атте-анне пек хаклă çын. Паянхи кун та ялта хисепре, мĕн канăва тухичченех сывлăхне шеллемесĕр кĕçĕн классене вĕрентнĕ. Антонина Яковлевна, Хĕрлĕ Якку хĕрĕ, Уйкас Явăш ялĕнче çуралнă. Ашшĕпе амăшĕн пĕртен-пĕр ачи. Ачалăхĕ çăмăл килмен. Вăрçă çулĕсенчи вăхăта куççульсĕр каласа параймарĕ. Инкеке пула, пушар тухса кил-çурчĕ, хуçалăхĕ йăлт çунса кайнă, çав вăхăтрах ашшĕне вăрçа кайма ят тухнă. Тем чул йывăр пулсан та, чăтнă, ашшĕ те вăрçăран сывă таврăннă. «Ачаран ĕмĕтленеттĕм учитель пулма, вара Канашри училищĕрен вĕренсе тухса вĕрентекен пулса тăтăм», – тет. Мăшăрне Пăваяльне вĕрентме килсен тупнă. «Вăрçă хыççăн мăшăр тупма çăмăл марччĕ, вăй-питти яшсем вăрçă хирĕнчен таврăнаймарĕç. Мана шăпа пĕрре авланнă çынпа тĕл пултарчĕ», – каласа парать вăл. Унăн арăмĕ ача çуратнă чух вилсе каять. Амăшĕн кăкăрне хыпса та курман хĕрача чĕрĕ юлать. «Ытларах çав ачана пула пĕрлешрĕм пуль;» – тет Антонина Яковлевна. Çапла вара çамрăк хĕр арăм мăшăрлă та, ачаллă та пулать. Хăй ывăлпа хĕр çуратать. Халь вĕсем пурте ÿссе çитĕнсе вĕренсе тухса кайнă. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнаççĕ. Асли Галя – Тольяттире, вăталăххипе кĕçĕнни – Шупашкарта, пурте пенси çинче. Мăшăрĕ, Макар Афанасьевич, вăрçă участникĕ, питĕ пурнăçа юрататчĕ, анчах чире пула 25 çул каялла, тĕлĕнмелле, май уйăхĕн 9-мĕшĕнче – Çĕнтерÿ кунĕнче, вилсе кайрĕ. Тăван амăшĕ вилнĕ хыççăн ашшĕне пĕччен усрас темерĕ, Уйкас Явăшран хăй патне пурăнма куçарса килчĕ. Эпĕ те кайса çÿреттĕм вĕсем патне. Вăрçă ветеранĕнчен ыйтрăм: «Мучи, миçе çула çитрĕн, халь те каччăпа пĕрех ларан», – терĕм. «Ай, хĕрĕм, калама намăс, этем çав таранччен пурнаймĕ, ытла нумай пурăнса кайрăм, 97-че çитрĕм», – терĕ. Чăнах та мăшăрне те, ашшĕпе амăшне те чыслă, тирпейлĕ пăхса пурăнса, юлашки çула тирпейлĕ ăсатрĕ. Ваттисем ахаль каламан иккен: «Ватта мĕнле хисеплен, хăвна та çапла хисеплĕç», – тенĕ. Халĕ Антонина Яковлевнăна пĕччен пурăнма памаççĕ, черетпе ачисемпе мăнукĕсем килсех, пăхсах тăраççĕ. Унтан та ытларах, ватă вĕрентекен хăйне патшалăх пăрахманшăн чунтан савăнать. Вăрçă участникĕсен тăлăх арăмĕсене хваттер памалли саккун тухсанах тĕп хуламăрта пĕр çуртра ăна хваттер пачĕç. Халĕ вăл хĕлле хваттерте, çулла ялта пурăнать. Урисем ыратаççĕ пулин те аптăрасах каймасть, çуллахи вăхăтра кил хушши тулли чăх-чĕп, сурăх тытать. «Улми улмуççинчен аякка ÿкмест», – теççĕ те, ачисем те хăйсенех хывнă, яланах çынпа вашават, кăмăллăн калаçаççĕ. Антонина Яковлевнана вăрăм ĕмĕр сунатăп. Хам та пенси çинче, 58 çулта, унран тĕслĕх илсе пурăнасчĕ. Çулсем иртрĕç пулин те, этемĕн ырă ĕçĕсем нихăçан та манăçмĕç. (А.Пескова. Пăваяль, Вăрнар районĕ).



09 октября 2013
10:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter