Вăрнар районĕ: çивĕч ыйту – çĕрулми пуçтарса кĕртесси

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев ертÿçĕсемпе ирттерекен черетлĕ планеркăна поселокри çурт-учрежденисене ăшăпа тивĕçтерес ыйтуран пуçланă. Октябрĕн 3-мĕшĕнче Вăрнарти мĕнпур котельнăйсем ĕçлеме тытăннă. «Газпром межрегионгаз Чебоксары» тулли мар яваплă общество хутса ăшăтмалли иртнĕ тапхăрти парăмсене октябрĕн 14-мĕшĕччен татса пама тата газшăн салук хывма шантарнине кура çут çанталăк газĕпе усă курма ирĕк панă.

«ТеплоКомфортăн» парăмĕ 9,4 миллион тенкĕпе танлашать. Бюджет организацийĕсем парăма кĕмен. Çынсем коммуналлă тивĕçтерÿсемшĕн хывман парăм та пысăк – 6,6 миллион ытла тенкĕ. Çавна май Вăрнар хула поселенийĕн пуçлăхĕ Алексей Владимиров ку эрнере хваттерсене çитсе ăнлантару ĕçĕсем ирттересси пирки каланă. Çавăн пекех вăл ăшă сечĕсене ăшă тытмалла тăвас ĕç малалла тăсăлнине пĕлтернĕ.

Леонид Николаев хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленес ĕçре ырă тĕслĕх вырăнне район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайне илсе кăтартнă, унăн вĕрентÿ учрежденийĕсен 24 котельнăйне пăхса тăма лицензисем пур. Пай пуçлăхĕ Николай Иванов пĕлтернĕ тăрăх, çак лицензисене илме питĕ йывăр, çавăнпа та чылай районта вĕсене тытса тăрассине ертсе пыракан компанисен аллине панă. Сентябрь çурри тĕлне комисси мĕнпур котельнăя йышăннă, çавăнпа та вĕсенче ăшă та маларах яма май килнĕ. Леонид Николаев поселокри ача сачĕсене те стационарла майпа хутса ăшăтмалла тăвас ыйтăва пăхса тухма ыйтнă.

Хутса ăшăтмалли тапхăра культура учрежденийĕсем те лайăх хатĕрленнĕ. Районта вĕсем 75 çуртра вырнаçнă. Вĕсенчен 49-шне çут çанталăк газĕпе, 5-не çĕр кăмрăкĕпе, 3-не электричествăпа хутса ăшăтаççĕ, виççĕшĕнче кăмакасем вырнаçтарнă, ыттисем централизациленĕ котельнăйсем урлă ăшă илеççĕ. Кусенче газ хуçалăхĕшĕн учреждени ертÿçисем яваплине пĕлтернĕ социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Сергей Гордеев.

Район тĕп больницин тĕп врачĕ Николай Тинюков та больницăн мĕнпур корпусне ăшă çитнине пĕлтернĕ.

Тепĕр çивĕч ыйту – çĕрулми пуçтарса кĕртесси. Кăçал аграрисем иккĕмĕш çăкăр лаптăкне самаях чакарнă: 9 ял хуçалăх предприятийĕнче тата виçĕ фермер хуçалăхĕнче ăна 986 гектар çинче çитĕнтернĕ. Фермер хуçалăхĕсенче маларах, «Санарта» вырсарни кун ку ĕçе вĕçленĕ. «Знамя» тата «Янгорчино» хуçалăхсенче лаптăксем нумаях тăрса юлман. «Агрохмель» тулли мар яваплă обществăн 100 гектара яхăн, «Семеноводăн» пуçтармалли нумай, «Юнтапара» ĕç япăхрах пырать. Леонид Николаев аграри ертÿçисене çак хуçалăхсене техникăпа тивĕçтерме калаçса татăлма сĕннĕ.

К.Маркс ячĕллĕ хуçалăхра кукурузăран силос хываççĕ. Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче кукурузăна тĕшĕлĕх выраççĕ. Предприятире сушилкăсем пĕтĕм вăйран ĕçлеççĕ. Кăçал ятарласа çĕнĕ комплекс хута янă, вăл сехетре 50 тонна тĕшше типĕтет.

Планеркăра çавăн пекех загс пайĕн пуçлăхĕ Алевтина Степанова 9 уйăхри кăтартусемпе, социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ Сергей Политов канмалли кунсенчи ăмăртусен результачĕсемпе паллаштарнă.

Л.ИВАНОВА.



09 октября 2013
10:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter